Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтернипе (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах ҫил те вӑйлӑлана пуҫларӗ; кӗрт хуса лартнӑ хирте каллех аялтан шалса вӗҫтернипе юр куписем ӳсе пуҫларӗҫ.

Айв самом деле, стал крепчать ветер; уже поднимались над ночным и сугробным полем белые прозрачные взметы.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тепӗр тем самантран, ир енне, Нина хӑй савнийӗ хыҫҫӑн тухса вӗҫтернипе ӑна кӗте-кӗте хӑшкӑлнӑ Мукуҫ мучи сасси илтӗнсе кайрӗ картишӗнче.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавсенчен те, тата урӑх тӗрлӗ нумай опытсенчен Райтсем пӗр пек вӑйлӑ сывлӑш пусӑмех тӗрле формӑллӑ татӑксене — виҫкӗтеслӗхе, тӳркӗтеслӗхе, ҫаврашкала, квадрата т. ыт. — тӗрле тӗслӗ вӗҫтернипе пӗлнӗ.

Из этих и многих других опытов братья Райт убедились, что течение воздуха одинаковой силы действует совершенно различно на квадраты, прямоугольники, круги, треугольники и эллипсы.

9. Умра тӑракан ыйту // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пӑлансен ҫурӑмӗсем, вӗсем ҫине тиенӗ япаласем, ҫынсен хулпуҫҫийӗсемпе ҫӗлӗкӗсем юр вӗҫтернипе шап-шурӑ шуралса ларнӑ.

Спины оленей, вьюки на них, плечи и головные уборы людей — все побелело от снега.

Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней