Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ вӗрме чарӑнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Михха, вӗсене ачашла-ачашла вӗрме чарсан, пӳртре юрланӑ сасӑ илтӗнчӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сятровсен йытти урса кайса вӗрме пуҫлать.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сивӗ ҫилсем вӗрме тытӑнаҫҫӗ.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Анчах сасартӑк ҫил вӗрме тытӑнать.
Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Анчах «верховик» тени вӗрме тытӑнсан, ҫырана ҫил-тӑман хупласа курӑнми тусан, сана йӗри-тавра нумай километрсем хушши никам та ҫук пек, сан айӑнта — тӗпсӗр шыв кӑна пулнӑ пек туйӑнма пуҫласан вара манӑн юлташӑн кӑмӑлӗ улшӑнчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тепӗр сехетрен-иккӗрен «верховик» текен ҫил вӗрме пуҫларӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эп ҫакна сисрӗм те каҫса кайсах вӗрме тытӑнтӑм.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Хӑй вара ял халӑхне юрлама вӗрентнӗ те малалла ҫул тытнӑ, мӗншӗн тесен ҫил урӑх енчен вӗрме пултарнӑ.В ответ он научил селян петь, а сам пошел дальше, ведь ветер мог перемениться в любое время.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Пӗррехинче вара ҫилӗ урӑхла, хӗвеланӑҫ еннелле, вӗрме пуҫланӑ тет.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Курӑкран ҫакланса чӑлханнӑ хут татӑкӗ енне сике-сике ӳксе вӗрме тапратать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йытӑ вӗрме тытӑнчӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тулта йытӑсем вӗрме тытӑнчӗҫ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Каччӑ: «Лӑплан, Джульбарс, лӑплан», — тесе мӑйкӑчӗнчен тытсан тин йытӑ вӗрме чарӑнчӗ, ҫӗр ҫине канлӗн тӑсӑлса выртрӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Сӑнчӑрти йытти ют ҫынна кӑмӑлсӑррӑн саламланӑ пек, хальхинче хӑрлатса кӑна илчӗ, пӗчӗк йывӑҫ валашкана ярса панӑ темле шӗвӗ апата хыпалансах ҫиекенскер вӗрме ерҫмерӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юрамасть хӑнана вӗрме, юрамасть, — лӑплантарчӗ вӗсене Аркаш кашнинех ҫурӑмран ачашласа.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӗрӗн кулли яла ыйхӑран вӑратрӗ тейӗн: таҫта йытӑсем хамлатса вӗрме тытӑнчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Кӑнтӑр енчен вӗрме тытӑннӑ ӑшӑ ҫил темиҫе кун хушшинчех ҫанталӑка улӑштарса пӑрахрӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем пырса кӗрсессӗнех Анаткасра кашнин картишӗнченех йытӑсем урса кайса вӗрме тытӑнчӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.