Поиск
Шырав ĕçĕ:
Винтовка ҫумне ытлашши темиҫе патрон кӗмелӗх коробка (магазин) вырӑнаҫтарнӑ.К винтовке присоединена была коробка, или магазин, с несколькими запасными патронами.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Хулара хускану тата шӑй-шай пуҫланса кайнинчен Тарас ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, вӑл васкавлӑ ӗҫе тытӑннӑ, япаласем купаланӑ, приказсемпе наказсем панӑ, куреньсене виҫӗ табор туса тӑратнӑ, вӗсен йӗри-тавра лавсене крепость евӗрлӗ вырӑнаҫтарнӑ, — лавсене кун пек пуҫтарсан запорожецсене никам та ҫӗнеймен, — икӗ курене засадӑна тӑма хушнӑ, кирлӗ вӑхӑтра тӑшман утлӑ ҫарне ҫакӑнта кӗртсе ярӗ тесе, хирӗн пӗр пайне шӗвӗр патаксем, пӑшал хуҫӑкӗсем, сӑнӑ татӑкӗсем ҫаптарнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пуҫри ҫӗлӗкӗ ку маттурӑн чылайранпах пулман ӗнтӗ, сӑхманӗ ҫинчи пиҫиххийӗ те, ҫӗлесе лартнӑ тутӑрӗ те пулман: пурне те кирлӗ ҫӗре вырӑнаҫтарнӑ.А шапки уж давно не было на молодце, ни пояса на кафтане, ни шитого платка; все пошло куда следует.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Маларах вырӑнаҫтарнӑ минӑсене пурне те питӗ тӗплӗн тӗрӗслерӗмӗр.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Нумаях пулмасть ӑна такам хӗненӗ теҫҫӗ, анчах вӑл парӑмра юлман: пӗр пӗчӗкҫӗ те тӗттӗм журналта вырӑнаҫтарнӑ тӗттӗм статья пеккинче вӑл хӑйне хӗнекене — хӑравҫӑ, тесе тӗртсе хунӑ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Сирӗн вырӑна халӗ кама вырӑнаҫтарнӑ ӗнтӗ?
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
18. Анчах та Турӑ Хӑйӗн ирӗкӗпе пур пая та пӗр ӳт-пӗве вырӑнаҫтарнӑ.18. Но Бог расположил члены, каждый в составе тела, как Ему было угодно.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑл тинӗсе хӑйӗн чиккине кӑтартнӑ, ҫӗре шывсем хушшине вырӑнаҫтарнӑ.59. Словом Своим Он заключил море среди вод и землю повесил на водах.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Хуларан мӗнпур тасамара кӑларса пӑрахнӑ, унта саккуна уяса пурӑнакан ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, ӑна тӗреклӗлетнӗ, унта хӑйне валли те ҫурт лартнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ.65. И расположил Симон стан свой при Вефсуре, и осаждал его многие дни, и запер его.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унта вӗсем суя тӗнлӗ халӑха, Турӑ саккунне уяман ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫавӑнта тӗпленсе ларнӑ; 35. кӑрал тата апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хунӑ, Иерусалимран илсе тухнӑ тупӑша ҫавӑнта пуҫтарса хунӑ: халӑхшӑн ҫапла пысӑк таната пулса тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан, 34. пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан, 35. ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн ҫуртне вырӑнаҫтарнӑ йӗрӗхӗн куҫне ӗнтӗ кӗрен-тухан ури ҫӗклекен тусан тулса ларать.16. После того, как они поставлены в капищах, глаза их полны пыли от ног входящих.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӗр ҫине пӗр сире ҫеҫ вырӑнаҫтарнӑ пек, ыттисем валли вырӑн хӑвармасӑр ҫурт ҫумне ҫурт хушакансене, хир ҫумне хир пӗрлештерекенсене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ; 20. Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ ҫӗре тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрне те хускалмӗ.5. Ты поставил землю на твердых основах: не поколеблется она во веки и веки.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2