Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выртрӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑй те выртрӗ, пулас ачана куҫ умне кӑларса тӑратма хӑтланса кулса та илчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апат ҫимерӗ, витререн алтӑрпа шыв ӑсса илсе ӗҫрӗ, хывӑнмасӑрах ҫывӑрма выртрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗлӗпе салтак вырӑнпа выртрӗ, юнпа сурчӗ, урама пӗрре те тухмарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Иртерех», — шутларӗ те хӑйӗн ӑшӑтнӑ йӑвине кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тертлене-тертлене шӑтӑк уҫрӗ, тусан, кӑвакарнӑ утӑ, шӑши шӑршипе чӑххӑмлатса шала, упа пек, кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ — тӳпере ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та ҫук.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрӗ вӑййа тухса кайсанах вырӑн ҫине выртрӗ, анчах та чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чей ӗҫсе шӳтлекелесе ларнӑ хыҫҫӑн Наҫтук сак ҫине выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм хӑвӑрт ҫеҫ ҫул айккине анса айлӑма выртрӗ, сывлама та хӑрарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачисем лӑпкӑ ҫывӑрнине курсан вӑл каллех выртрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карт-карт! турткаланнӑ хыҫҫӑн ахлатса ҫӗре ярт тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Юлашкинчен никама та курманнипе аллине сулса тепӗр хут майлашса выртрӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ванюк вар тӗлӗнче ыратнине пӑхмасӑрах тин кӑмӑллӑн кулса выртрӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӗ тин пӗтӗм ҫӗр-шыв ачисем мӗн хӑтланнине ҫӗр амӑшӗ пек кӑмӑллӑн пӑхса выртрӗ.

Помоги переводом

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑй куҫпа курман пулин те ачасем калани питӗ курӑнчӑклӑ курӑнса выртрӗ.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ вӑл сасартӑк сип-симӗс курӑклӑ картиш варрине йӑванса кайрӗ те лӑпланса выртрӗ.

Помоги переводом

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вите тӑрри витсе ывӑннӑ мучи канма выртрӗ пуль.

Помоги переводом

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑл куҫ кӑна темле пӑтранса хуралса выртрӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл куҫ хупса илмелӗх вӑхӑт хушши лӗм те хускалмасӑр выртрӗ.

Мгновение он оставался недвижим.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней