Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

выляса (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Команда йышне кӗнӗ Константин Секайкин, Кирилл Андрианов, Юрий Степанов тата Алексей Дадюков патӑрьелсене пӗр ҫеккунт кӑна выляса янӑ, Шупашкарти командӑна вара виҫҫӗмӗш вырӑна хӑварнӑ.

Члены команды Константин Секайкин, Кирил Андрианов, Юрий Степанов и Алексей Дадюков проиграли батыревцам только на одну секунду, а Чебоксарскую команду оставили на третьем месте.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Эпир курнӑ вӑйӑра питӗ ҫивӗч кӗрешӳре стадион хуҫисем тӗп хулари «Динаморан» 1:0 шутпа выляса илчӗҫ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1960 ҫулта Францире, Париж хулинче Совет Союзӗн пӗрлештернӗ команди Европа Кубокне выляса илет.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫурма финалта Елчӗксем Тӑрӑмсенчен 5:2, Ҫирӗклӗ Шӑхальсем Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн футболисчӗсенчен 3:0 шутсемпе выляса илнӗччӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ футболла выляса район кубокне ҫӗнсе илессишӗн финалти ӑмӑрту пулса иртрӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ялти ачасем ытларах спортпа туслӑ: ҫулла футбол, хӗлле хоккей вӑййисене выляса ӳснӗ.

Помоги переводом

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Тепӗр тӳнтерле пулӑм - хӑшӗ-пӗри ҫӗрпе ӗҫлеменнине пӗлсе тӑрсах аукциона хутшӑнать, выляса илет.

Помоги переводом

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Сергей Тимофеев, Владислав Васильев, Павел Романов шкулта вӗреннӗ чухнех хоккейла выляса ӳснӗ.

Сергей Тимофеев, Владислав Васильев, Павел Романов росли играя в хоккей со школьной скамьи.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Артем Кожевниковпа Игорь Садовников пӗр кӗрешӳ те выляса ямасӑр ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

5. Ҫак хула урамӗсем выляса ҫӳрекен арҫын ачасемпе, хӗрачасемпе тулӗҫ, тет.

5. И улицы города сего наполнятся отроками и отроковицами, играющими на улицах его.

Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем ӑҫта, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене тытса тӑнисем, вӗҫен кайӑксемпе выляса йӑпаннисем ӑҫта, 17. ылтӑн-кӗмӗл пухакансем ӑҫта? ҫынсем ӗнтӗ ҫавна шанаҫҫӗ, мул пухассин вӗҫӗ-хӗрӗ те курӑнмасть!

16. Где князья народов и владевшие зверями земными, забавлявшиеся птицами небесными, 17. и собиравшие серебро и золото, на которые надеются люди, и стяжаниям которых нет конца?

Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Пӗчӗк ача аспид йӑви ҫинчех выляса ларӗ, аллине вӑл ҫӗлен йӑвинех чикӗ.

8. И младенец будет играть над норою аспида, и дитя протянет руку свою на гнездо змеи.

Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.

10. Вот бегемот, которого Я создал, как и тебя; он ест траву, как вол; 11. вот, его сила в чреслах его и крепость его в мускулах чрева его; 12. поворачивает хвостом своим, как кедром; жилы же на бедрах его переплетены; 13. ноги у него, как медные трубы; кости у него, как железные прутья; 14. это - верх путей Божиих; только Сотворивший его может приблизить к нему меч Свой; 15. горы приносят ему пищу, и там все звери полевые играют; 16. он ложится под тенистыми деревьями, под кровом тростника и в болотах; 17. тенистые дерева покрывают его своею тенью; ивы при ручьях окружают его; 18. вот, он пьет из реки и не торопится; остается спокоен, хотя бы Иордан устремился ко рту его.

Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Зонӑра ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикинчи «Урожай» физкультурӑпа спорт обществи шӑматкун Елчӗкри физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексӑн спорт залӗнче ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хушшинче мини-футболла выляса кӑнтӑр зонӑра мала тухмалли йӗркеленӗ турнира Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Вӑрмар районӗсенчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Куракансен умӗнче намӑс пулсан та роле шӑла ҫыртса выляса пӗтертӗм!

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Выляса, чупса ӗҫленӗ, ача-пӑча утӑ купи ҫинчех ҫывӑрнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

И.Плотникова /капитан/, З.Васильева, Т.Лапшина, Т.Петрова, Л.Агеева, О.Кузьмина, Н.Максимова волейболла выляса вӗсене ҫитекен ҫуккине тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Командӑпа ӑмӑртнӑ хыҫҫӑн шахматҫӑсем пӗр-пӗринпе выляса хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне тӗрӗслерӗҫ.

Помоги переводом

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех спортсменсем ирӗклӗ майпа кӗрешсе, сӗтел ҫи теннисла, шашкӑлла выляса вӑй виҫрӗҫ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней