Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вута (тĕпĕ: вутӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авал пире — ах, тур! — теетчӗҫ, Мур-шар тивми матур, теетчӗҫ, Шыва ӳксен, вута вӑрӑнсан Сарӑплами сатур, теетчӗҫ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Шахвӑртса каласан, ҫавӑн пек роман авторӗ тылра ҫӳрекен салтака аса илтерет: унта салтак хӗрсем-хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем умӗнче мухтанса ҫӳрет-ҫӳрет те, ҫапӑҫма патне ҫитсен, вута кӗме хӑраса чӗтрене ерет, ним тума аптраса, траншея тӗпне кукленсе ларать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпир тискер фашизм чӗртнӗ хӑрушӑ вӑрҫа, пӗтӗм вӑя хурса, вута кӗрсе сӳнтертӗмӗр, вутран-ҫулӑмран ҫӗнтерсе тухрӑмӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ах, мӗнле кураймастӑп эпӗ сире, вута пӑрахса ҫунтарӑттӑм!.. — сӗлехине сирпӗтрӗ Ҫӗпритун.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнлан, Кулюкка: фашистсем пире, турра ӗненмен ҫынсене, ҫеҫ мар, турӑ ҫыннисене те уйӑрса тӑмаҫҫӗ, пӗр ҫылӑхсӑр ачасене чӗрӗлле вута пӑрахса ҫунтараҫҫӗ, ваттисене ҫакаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хам чухӑн тесе, санран паян вӑтанса тӑмастӑп, эппин, ытлашши каласан, каҫарӑн, тӳрех калатӑп: эсӗ хушсан, эсӗ каласан, Улька, эпӗ вута сикме хатӗр!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ним пӗлмесӗрех вута кӗрет мӗскӗн выльӑх…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ саншӑн вута та, шыва та сикме хатӗр.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле чунпа ӑна касса вута ярӑн.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Улюк кинне хӳтӗлес тесен, вута та, шыва та кӗме хатӗр Анюк халь ма чӗнмест-ха?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак чухӑн купецӑн виҫӗ ачипе, вута та, шыва та кӗрсе кайма хатӗрскерсемпе, Георгий вӑхӑта нихҫан та кичем ирттермен.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сан пек чипер пикешӗн вута кӗме те хатӗр.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пурте кивӗ вута пӗтерӗр!

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кив вута сӳнтерччӗр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир, чӑвашсем, вута хисеплетпӗр, — хуравларӗ Аванкай.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑваш йӗкӗчӗсем Аванкай хыҫҫӑн вута кӗме те, шыва сикме те хатӗрччӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та кашни чӑваш ҫынни унпа вута кӗме те, шыва сикме те хатӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Витререн типӗ турпас таткисем илсе хутӑм, вута вӗрсех чӗртрӗм те картишне тепӗр хут тухрӑм: ыран валли шыв кӳмелле, вутӑ кӗртмелле.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней