Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

виттиллӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Клубпа юнашарах урамалла ултӑ чӳрече кӑларнӑ, крыльцаллӑ, шифер ҫи виттиллӗ шатрун ҫурт ларать.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑштах ӗшеннӗрен хулленрех утма пикентӗм, ӑш хӑпнине ирттерсе ямашкӑн портри пир ҫи виттиллӗ тавернӑна кӗтӗм.

Несколько утомясь, я задержал шаг и вошел под полотняный навес портовой таверны утолить жажду.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гелли ӑна япӑх ӑнланать; кӗпи айӗнче ӳчӗ тӑрӑх шыв йӑрлата-йӑрлата юхать, пуҫӗнче пӗртен пӗр шухӑш — ҫи виттиллӗ, типӗ ҫӗре хӑвӑртрах кӗресси.

Гелли плохо понимала его; вода под платьем струилась по ее телу, поддерживая одно желание — скорее попасть в сухое, крытое место.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Лосьпа Гусев ӗшнерен сӑрт ҫине тухрӗҫ те тепӗр ката патнелле анма пуҫларӗҫ, унта кирпӗч хуралтӑсем тата ыттисенчен ҫӳллӗрех, лаптак ҫи виттиллӗ чул ҫурт аякранах курӑнаҫҫӗ.

Из рощицы Гусев и Лось вышли на холм и стали спускаться ко второму леску, туда, где издалека виднелись кирпичные постройки и одно, выше других, каменное здание — с плоскими крышами.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней