Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен Европа пирки пуплеме пикенчӗҫ, — Тортон хӑйӗн ашшӗпе тин-терех ҫеҫ унтан таврӑннӑ-мӗн.Наконец заговорили об Европе, откуда недавно вернулся со своим отцом Тортон.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ашшӗпе икӗ хӗрӗ ихӗлтетеҫҫӗ…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрне ҫирӗп тытаҫҫӗ, турра хытӑ ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир хамӑрӑн айван чуп тӑвусене ҫывӑхри катасенче вӑрлатпӑр.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Лаша айне лекнӗ Гоана Дэзин тетӗшӗсемпе шӑллӗсем, ашшӗпе куккӑшӗ васкамасӑр, чӗмсӗррӗн хӗнерӗҫ; унтан халран кайнипе тара ӳкнӗскерсем куҫӗсене ҫиҫтерсе айккинелле пӑрӑнчӗҫ; ватса-тӑпаласа пӗтернӗ этем ӗренки кӑштахран ҫерем ҫинчен ҫӑра юн сура-сура ҫӗкленчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Унӑн хӗр ачи, вун пӗрти Джесси, ирӗкре арҫын ача евӗр ӳсекенскер, нимӗнле чарӑва та пӗлменскер, ашшӗпе пӗрле.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Ашшӗпе унӑн хӑнисем тӗрме пурнӑҫӗ, суд, тарни тата явап тыттарни пирки тӑтӑшах калаҫнӑ май, унӑн чарӑнми, виҫесӗр ӗмӗтленӗвне пула, пурнӑҫ уншӑн — пӗтӗмӗшле — тискер тыткӑн евӗр туйӑнать, ӑна паттӑрсем кӑна хӑҫан та пулин аркатаяҫҫӗ-тӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Амӑшӗ ӑна ҫуратнӑ чухне вилнӗ; хӗр ача ашшӗпе ӳснӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫак кун ашшӗпе хӗрӗ кӑнтӑрлахи апата яланхинчен каярах юлса ларчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
«Ашшӗпе амӑшӗ кайнӑ, — шухӑшларӗ Спринг, — вӗсем самантлӑха тухнӑ, мӗншӗн тесен кунта ача».«Отец и мать ушли, — подумал Спринг, — они ненадолго вышли, потому что здесь ребенок».
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Митя ашшӗпе пӗрле утӑ ҫулма кайрӗ.
Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.
«Ара, ашшӗпе амӑшӗн килне, хӑй ҫуралнӑ киле кайнӑ вӑл!» — тавҫӑрса илчӗ те Варламов йӗре-мӗне пӑхмасӑрах унталла чупрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Е ашшӗпе?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Сӑпани ашшӗпе амӑшне, халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса, таҫта аякка ӑсатнӑ, халь пушали ӑнлантар ӑна Совет влаҫӗн тӑшманне тытасси коммунистӑн, чекистӑн тасаран та таса тивӗҫӗ тесе», — каллех кулчӗ аслӑраххи.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗтри ашшӗпе Сӑпани ашшӗ, Микулапа Пикмӑрса, пӗр-пӗринпе ӗмӗр тӑршшӗпех сиввӗн пурӑннӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, ун чухнех Сӑпани ашшӗпе амӑшне те хурахсене пулӑшса пурӑннӑшӑн ялти ҫӗрме пуянсемпе Кашкӑрсемпе пӗрле тытса кайрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утар ялӗ, арӑмӗ Санюк, сӑпкари ачи (те ывӑл ӗнтӗ вӑл, те хӗр), ашшӗпе амӑшӗ, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫӗрлесерен черетпе е тепӗр чух пурте харӑсах курӑнма тытӑнчӗҫ тӗлӗкре.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсем иккӗшӗ те пӗтрӗҫ, Алюш ашшӗпе Веня хуняшшӗне, хурахсене пулӑшнӑшӑн, ялтан кӑларса ячӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫемйи, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем ҫинчен каласа кӑна панипе ниепле те ҫырлахаймарӗ Антун, унӑн Санюка, ашшӗпе амӑшне, шӑллӗне, ялйыша хӑйӗн куҫӗпе курас килчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, паллах, пиччӗшӗпе шӑллӗн ашшӗпе амӑшне кӳршӗ яла хӑнана леҫес шухӑш пулмарӗ ӗнтӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.