Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачисен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Совет Союзӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫак ҫулҫӳреве анлӑн ҫутатнӑ, Катя Совет Союзӗнче, уйрӑмах шкул ачисен хушшинче, паллӑ пулса тӑнӑ.

Поездка широко освещалась советскими средствами массовой информации, и Катя стала известной в Советском Союзе, особенно среди школьников.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Шкул ачисен кӗркуннехи каникулӗ вӑхӑтӗнче эпӗ ӑна кинотеатртан тухнине куртӑм, ун тавра темӗн чухлӗ ача-пӑчаччӗ, вӗсем, пӗрне-пӗри пӳле-пӳлех ман юлташӑмпа хӗрсех калаҫатчӗҫ.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ шӑнкӑравлать те: «Манӑн ачасем сирӗн патра мар-и?» – тесе ыйтать.

Звонят родители школьников и спрашивают: Мои у Вас?

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадинче ыттисемшӗн тӗслӗхре пулса тӑнӑ, дипломсем чылай тивӗҫнӗ, кӑтартупа ТОП-20 чи лайӑх субъектсем пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ача-пӑча вещанийӗн редакцийӗ те пионерсемпе шкул ачисен пурнӑҫӗпе вӗренӗвне анлӑ ҫутатать, вӗсен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшать.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Малалла шкул ачисен практики унта иртет.

Помоги переводом

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ял ачисен сачӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хура Ҫимун ачисен ҫырӑвӗсене вулаттарчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анука ачисен ҫак айӑпсӑр вӑййинче вӗсен пулӑслӑхри юратӑвӗн пысӑк туйӑмӗпе туслӑхӗ ҫуралассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан Дуся рабочисемпе вӗсен ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен, хулара та ялти пек чухӑнсем тара ӳкиччен ӗҫлесе те выҫлӑн-тутлӑн, теприсем ӗҫлемесӗрех пуйса пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ӗне илӗҫ те ачисен сӗт пулӗ…

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукка кас ачисен ертӳҫи пулнӑ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хамӑр кас ачисен — пӗр ӳсӗмри Николай Раськинӑн, Гена Мулендеевӑн, кӗҫӗнрех Илья Ядуркинӑн ҫитӗнӗвӗсем савӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Куля ҫывӑхри юлташ ачисен пахчисенче ир пиҫекен панулми йывӑҫҫисем ҫуккине пӗлет, ҫавӑнпа юлташӗсене илӗртет.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ашшӗсен чӗн пиҫиххийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн кас ачисен купарчисем чылай вӑхӑт пӗҫерсе ҫӳрерӗҫ пулӗ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ку кас ачисен ашшӗсем нумайӑшӗ хаяр вӑрҫӑ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Магнитогорск хулинче пиччесем патӗнче пурӑннӑ чухне вӗсен ачисен е шкула кайма тытӑничченех вулама-ҫырма вӗрентрӗм.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Евлампи инке аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ аякра чухне ҫуралнӑ тӑрӑхри ашшӗпе амӑшӗ пирки аса илнипе илменнине, вӗсемшӗн тунсӑхланипе тунсӑхламаннине, ачисен мӑшӑрӗсем еплерех ҫынсем пулнине, мӑнукӗсем шкулта мӗнле вӗреннине ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кунта ун пеккисем валли амӑшӗпе ачисен пӳлӗмне йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Кузнецова ачисен алли мар-и ку? — хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшӗ Малюҫа директор патне тачӑ ҫывхартрӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней