Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каччӑ хӗр патне кӗрет, симӗс атӑ кунчине ҫитмӗл пуслӑх (хальхи шутпа — 20 пуслӑх) кӗмӗл ярать, шӳт туса аттине хывтарать, кӗмӗл укҫа урайне тухса ӳкет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Хамӑр ҫӑпатапа ҫӳрӗпӗр, аттине, ытти ӑшӑ тумтирне салтаксене парӑпӑр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Хӗлип тӑна кӗме ӗлкӗриччен, Михха ӑна хӑйӗн чаплӑ тройкине, хӳхӗм кӗлине, карттусне, ҫутӑ сӑран аттине кӑларса пачӗ те виҫҫӗр тенкӗ укҫа тыттарчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Салтак арӑмӗ аттине хыврӗ, сивӗ пулса кайрӗ, ҫавах ҫӑмӑлтарах — вӑл чупма хатӗрленчӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫакна ӑнлансан вара хӑйӗн кительне те, аттине те, полковник ҫӗлӗкне — папахине те пӗрре те тӑхӑнман.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, ҫавӑн пек хӗснӗ ҫӗрте тата сиенленнӗ ури питӗ ыратрӗ, унӑн суранӗ каллех уҫӑлчӗ пулмалла, ӑна хӑй аттине кӑвар татки лексе урине шӑмӑ таранах ҫунтарса тухнӑ пек туйӑнчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ, хӑрах аттине хыврӗ Акӑ, тепӗрне.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кайран аттине хыврӗ те, виҫҫӗ хут ҫапр те, Йӑванӗ тӑчӗ тит.Потом сняла его сапог и три раза ударила, встал тогда Йыван.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Вара хӗр аттине хыврӗ те Йӑванӑнне йӗппе чикрӗ ура тупанӗнчен.Тогда девушка сняла сапог Йывана и иголкой уколола в ступню.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Хӗр Йӑван аттине хыврӗ тит те виҫҫӗ хут пур вӑйран ҫапрӗ те — Йӑван тӑчӗ.Девушка сняла сапог Йывана и со всей силы три раза ударила — Йыван проснулся.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Аттине юпа ҫумне сӑтӑрса пылчӑкран тасатма тытӑнчӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Вӑл хыпаланса аттине тӑхӑнчӗ те ман умах килсе тӑчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
– Кунче мӗн турӑр-ха? – ыйтрӗ мама, иккӗмӗш аттине хывса.– Так… Что вы на этот раз натворили? – спросила мама, снимая второй сапог.
Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593
— Таранов хӗрарӑм пальтине пӑтана ҫакрӗ, аттине хывма пулӑшрӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Призыв пуҫланнӑ хыҫҫӑн хӗсмет аттине тӑхӑнма хатӗрленекенсен те, вӗсен тӑванӗсен те пӑшӑрхану ҫуралать.
Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665
Салтак аттине тӑхӑнса салтак пӑттине ҫини – пысӑк чыс.
Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665
Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енри 1400 ар салтак аттине тӑхӑнӗ.
Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665
Ҫамрӑксем шкул саккинченех салтак аттине тӑхӑнма хатӗрленнине палӑртать вӑл.
105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700
Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 1400-е яхӑн ҫамрӑк салтак аттине тӑхӑнӗ.
Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725
— Елизавета Трофимовна, эс фермӑра ӗҫлетӗн е урӑх ҫӗрте? — аллинчи патакпа аттине ҫапкаларӗ вӑл.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.