Поиск
Шырав ĕçĕ:
Писатель ялан пекех пӗр-пӗр сӑнара хӑй пӗлнӗ те ӑнланнӑ пек ӳкерсе парать, ун кун-ҫулӗнчи ку е тепӗр саманта суйласа илет, хӑшне-пӗрне асӑнмасӑр та хӑварать, теприне пачах урӑхла ҫырать, пӗтӗмлетсе каласан, хӑйне кирлӗ пек улӑштарать.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
— Ҫырать-и? — ыйтрӗ вӑл Паймук ҫинчен, унӑн ятне асӑнмасӑр.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑваш хӗрӗсенчен мухтава тухнӑ Шестипаловӑпа Терентьевӑна та асӑнмасӑр иртмӗ ҫук паян.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл малашне пуласси ҫинчен те, ӗмӗр чухӑнра е пусмӑрта пурӑнмалла марри ҫинчен те, халӑхӑн хӑйӗн культури кирли ҫинчен те асӑнмасӑр хӑварман.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Тин ҫӗрпе тинӗсри» путсӗр пӑтӑрмаха лекнӗ ҫынсенчен пӗрне те асӑнмасӑр — каҫхине вӑл алӑкран асӑрхануллӑн шаккарӗ те кирлӗ ятсене Факрегеда пӗлтерчӗ, вӑл е ку ҫын ун ҫине мӗнлерех пӑхнине, ҫавӑн пекех пӑланпа укҫана епле тупмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Зинӑн ун ятне асӑнмасӑр кун та иртмест.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Эпӗ акӑлчансен вӑййисемпе йӑпану-куллисем ҫинчен те асӑнтӑм, пӗр сӑмахпа каласан, ман шутпа пирӗн тӑван ҫӗршыв чапне мӗн ӳстерме пултарать, ҫавсене пӗрне те асӑнмасӑр хӑварас мар, терӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Антонов-аслипе Шагалов иккӗшӗ те заводпа поселока тунӑран, калаҫӑва урӑх никам пирки те асӑнмасӑр, пуҫланӑ-пуҫламан вӗҫлени — кулӑшла.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫак ученӑй-патриотсем ҫинчен чӗререн хисеплесе асӑнмасӑр сывлӑшри пӗр ҫапӑҫу та иртмен пулӗ манӑн.
3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
«Каллех акӑ шуйттана асӑнмасӑр иртсе кайма ҫук мӗн!
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӗсен чӗлхинче йывӑр самана та, ҫитмен пурнӑҫ та асӑнмасӑр юлмасть.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Асӑнмасӑр!
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ялйыш халь ҫавсем ҫинчен кӑна сӑмахлать — ирпе кӗтӳ кӑларсан та, каҫхи вӑйӑсенче те, урамра пӗр-пӗринпе тӗл пулсан та, ҫынсем иртнӗ уяв пирки асӑнмасӑр хӑвармаҫҫӗ.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Макҫӑм пуҫне сулкаланӑ, темӗн мӑкӑртатнӑ, ун тавра уйрӑмах ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ку ӗнтӗ вӑл хытӑ шухӑшланине пӗлтернӗ; анчах вӑл хӑйӗнни ҫинче ҫирӗп тӑнӑ, хӑш чухне вара, тӳррӗнех никам ятне те асӑнмасӑр, хӗрарӑмӑн чикесӗр юратӑвӗпе ҫӳҫрен те кӗске ӑсӗ пирки йӗрӗнчӗклӗ сӑмахсем пӗркелесе янӑ; хӗрарӑм вӑл самантлӑх асаппа самантлӑх савӑнӑҫран инҫе курма пултараймасть имӗш.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ыран эсӗ пӗр-пӗрин ятне асӑнмасӑр, кашнипех калаҫса пӑх.Завтра ты поговори с каждым в отдельности, не называя имен других.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Замойски княҫ, епископ магнатсене асӑннӑ чух унӑн ятне дипломатла асӑнмасӑр хӑварнӑскер, тутине хаяррӑн ҫыртрӗ.Князь Замойский, имя которого епископ дипломатично не назвал в числе магнатов, зло прикусил губу.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Санин Эмильрен хӑй черечӗпе ун ашшӗ, амӑшӗ ҫинчен, пӗр сӑмахпа вӗсен ҫемьери пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, Джемма ятне асӑнмасӑр ыйта-ыйта пӗлчӗ, анчах вӑл Джемма ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Панталеоне Эмиле сӑмах вакласа, чун-чӗререн хавасланса дуэль мӗнле пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ, паллах ӗнтӗ бронзӑран тунӑ монументпа командор статуйи ҫинчен асӑнмасӑр хӑварма пултараймарӗ вӑл!
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Вӑл сӑмахӗсене асӑнмасӑр манӑн кун та иртмен.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.