Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарон туйине каялла Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне хур, вӑл ҫавӑнта упрантӑр, вӑл пӑхӑнманнисене астутарса тӑракан паллӑ пултӑр, вӗсен Мана ӳпкелесси пӗттӗр, вӗсен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Елеазар священник вара ҫунтарса янӑ ҫынсен пӑхӑр тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илнӗ, кайран вӗсене парне вырӑнне витме ҫапса сарнӑ, 40. ҫакна Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑма тунӑ, урӑх ҫын — Аарон йӑхӗнчен тухман ҫын — никам та Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗрме ан шутлатӑр, ҫав ҫыннӑн Корей курнине, унпа пӗр канашлӑ ҫынсем курнине курмалла ан пултӑр тесе, Елеазар священник хӑйне Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каланӑ пек тунӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.