Поиск
Шырав ĕçĕ:
Никам та килменнине кура хӗрӗнкӗ дьяк хӑйӗн ҫийӗнчи вӑрӑм ферязь аркийӗсене ик аллипе те пуҫтарса илсе хапха еннелле лӑпӑстатрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Боецсем хыҫҫӑн, хӑйӗн макинтошӗн аркийӗсене вӗҫтерсе, Ференц та васкать.За бойцами, размахивая полами своего макинтоша, спешил Ференц.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ӗсӗклесех йӗрсе ярас мар тесе, вӑл шинель аркийӗсене аллисемпе тытрӗ те хӑвӑрт алӑк патнелле утрӗ.Чтоб не разрыдаться, она быстро пошла к выходу, придерживая руками борта шинели.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вара ӑна стена ҫине, ватса пӗтернӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫул ҫине кӑтартать, ҫул тӑрӑх шинель аркийӗсене тавӑрнӑ боецсем чӗркуҫҫи таран пылчӑк ӑшӗнче утса пыраҫҫӗ, машинӑсемпе танксем те ҫав ҫулпах иртеҫҫӗ, ҫул хӗрринчи канавран тӑпӑлтарса илнӗ ӑмӑрлӑ кӑвак лаша ҫӗкленет, ун тавра ӗнтӗ хӗрлӗ сӑхмансем ҫук тата ун ҫинче ҫамрӑк рыцарь те ларса пымасть, лаша чӗтӗрекен урипе пылчӑклӑ канава тӗреленет тата хӑйӗн акӑшӑнни пек шурӑ мӑйне йывӑррӑн ҫӗклет, анчах унӑн мӑйӗ каллех вӑйсӑррӑн пылчӑк ӑшне ӳкет, лаша йынӑшать, макӑрать те, тархаслать те:
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫар ҫынни пек ҫӳресси ҫинчен манса кайса, вӗсем хӑйсен ҫӳхе шинелӗсен усӑнчӑк та лутӑрканчӑк аркийӗсене сӗтӗрсе ял тӑрӑх салхуллӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1