Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫарранах сивӗ урайне анса тӑчӗ.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна кӗтсе йӑлӑхнӑ бригадир ҫырмана анса пӑхать те, Хӗлимун шӗшкӗ тӗми айӗнче харлаттарса вырта парать.

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑскер, вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те ҫунакан кивӗ пӳрт еннелле ыткӑнчӗ, ҫӑраҫҫине хирсе вӑркӑнтарчӗ те тӗттӗм алӑк анинче ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек ҫухалчӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ каялла чакса, чакса пычӗ, кантӑрт такӑнчӗ те тункатаран — пилӗкрен ҫӳллӗ вӗлтӗрен ӑшне чикеленчӗ ӳкрӗ, ҫатӑр-ҫатӑр, шӑтӑр-шӑтӑр тутарса, ҫырма тӗпнелле анса кайрӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑнтӑрла иртсен вӑл, хӑй вырӑнне Ҫтаппана хӑварса, Первомайска тухрӗ, клуб патӗнче анса юлчӗ.

Помоги переводом

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кала, кала, мӗн-ха? — хурӑн вулли тӑрӑх хӑвӑрт шуса анса, каччӑ умне пырса тӑчӗ хӗр.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп кайсан, анса тӑраничченех пилеш ҫи.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен ирӗклӗ вӑййи чуна кӑвак тӳпенелле туртатчӗ, хамӑр Чӑваш ҫӗршывне вӗҫсе ҫитсе сасартӑк сан умна анса ларас та килетчӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулҫӑ, ҫакна кӗтнӗн, пӗр-икӗ хутчен ярӑнса илчӗ те ывӑҫ тупанӗ ҫине анса выртрӗ.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сап-сарӑ ҫулҫӑ сывлӑшра вӗлтӗртетсе ҫаврӑнать, хуллен каччӑ тӗлнелле анса пырать.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пуҫӗ ҫине тӳпе персе анса пӗр шелсӗр пусарса хучӗ тейӗн.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле чӗри почтальонка аллинче хӑнӑхнӑ виҫкӗтеслӗх вырӑнне конверт куричченех ура тупанне анса ларнӑччӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепре туртӑнса илчӗ те — ыратни кӑштах чакрӗ, ӳт тӑрӑх анаталла анса кайрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Айӑпли тунманнине, ҫав вӑхӑтрах килӗшменнине, вӑрҫӑшманнине, тарӑхманнине те кура хум, мӗнпур кӑсӑклӑха ҫухатса пачах пӗтрӗ, укӑлча хапхи хыҫне хӑйӑр айне анса путрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майра тӗпсакайне анса кӑкшӑм илсе тухрӗ, пӳрте йӳҫӗк шӑрши кӑларса кӗленчене шӗвек тултарчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм хӑвӑрт ҫеҫ ҫул айккине анса айлӑма выртрӗ, сывлама та хӑрарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн каҫӑ ҫине кӗмерӗҫ, сулахаялла пӑрӑнса Тутар варнелле анса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрача хӗрелсе кайса, вӑтанса куҫӗсене тартатчӗ, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗрччӗ вӑл ҫав вӑхӑтра, астармӑшран тата ҫылӑхран таҫта ҫити тарса пытанма хатӗрччӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кун хыҫҫӑн Сатур ларакан тӗк сывлӑшра кимӗ пек ярӑнса пырса картиш варрине анса ларчӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней