Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллӑмӑрпах (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
18. Ҫил-тӑвӑл вӑйланса кайнӑран тепӗр кунне ӗнтӗ тиенӗ япаласене кӑларса ывӑта пуҫларӗҫ, 19. виҫҫӗмӗш кунне вара карап хатӗр-хӗтӗрне хамӑр аллӑмӑрпах кӑларса ывӑтрӑмӑр.

18. На другой день, по причине сильного обуревания, начали выбрасывать груз, 19. а на третий мы своими руками побросали с корабля вещи.

Ап ӗҫс 27 // .

19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.

19. И подошли они к начальнику дома Иосифова, и стали говорить ему у дверей дома, 20. и сказали: послушай, господин наш, мы приходили уже прежде покупать пищи, 21. и случилось, что, когда пришли мы на ночлег и открыли мешки наши, - вот серебро каждого в отверстии мешка его, серебро наше по весу его, и мы возвращаем его своими руками; 22. а для покупки пищи мы принесли другое серебро в руках наших, мы не знаем, кто положил серебро наше в мешки наши.

Пулт 43 // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней