Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӑплама (тĕпĕ: айӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айӑпне йышӑнса, хӑйне тивӗҫлипе айӑплама ыйтрӗ вӑл.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавна аса илсе халь Зинӑна пӑр ҫапса вӗлернӗшӗн унӑн тӑванӗсем Микихвере айӑплама пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫавӑншӑн мана айӑплама пӑхни — айванлӑх кӑна, урӑх ним те мар.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тен, эпир хамӑр пӑтрашатпӑр та ҫынсене айӑплама пӑхатпӑр?

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах куншӑн эпир ӑна ниепле те вӑрӑ тесех айӑплама пултараймастпӑр.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ ӗнтӗ мӑнастирӗн кил-картине Пухса тухрӗҫ пуҫлӑхсемпе пупсене: Тӗпчет пӗрле Еркинейпе Емелен Пӑхӑнманне айӑплама йӗркерен: Виҫӗ пуппа икӗ салтак пуҫлӑхне Харсӑрлӑхшӑн ҫакас, терӗҫ, хапхаран, Вуник пуппа виҫӗ капрал шӑмшакне Хурӑн хулпа хӗртес, терӗҫ, ҫурӑмран.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Елена Максимовна хӑй ачине, сӑлтавне пӗлмесӗр, айӑплама та, ӳпкелеме те пултараймарӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Судпа айӑплама ҫул шучӗ пӑртак ҫеҫ ҫитмен иккен.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Айӑплама та пӑхӗҫ!

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Паллах, ҫӑмӑлах пулмарӗ унӑн малашнехи Турӑ патнелле хывӑннӑ ҫулӗ (пурне те пултаракан пирки иккӗленни те, унпа ӑшӗнче тупӑшни те, Полина вилӗмӗшӗн ӑна айӑплама пӑхни те пулчӗ), анчах Турӑ кӗнекисене, уйрӑмах псалтире, тӗплӗнрех, ӑша хывса вулани унччен ӑс-пуҫра цементленсе хытнӑ материализм никӗсне самаях хавшатса ишӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

2. Ачана час-часах хурлаҫҫӗ пулсан — вӑл айӑплама вӗренет.

2. Если ребенка часто критикуют — он учится осуждать.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

Халӑх террористсене тивӗҫлипе айӑплама ыйтнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пуп-атте Пазухина антихрист вырӑнне хучӗ, ӑна хӑй ӑшӗнче юнаса пурӑна пуҫларӗ, кашни кӑлтӑкшӑн айӑплама, ура хума пикенчӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ан тив, сачӗ сан ҫинчех шутлантӑр, унсӑр мана икӗ участок ҫӗр тытать тесе айӑплама пӑхӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑш-пӗр участокра пирӗн ҫарсем халь те чакнӑшӑн вӑл, Таня Богуцкая, хӑйне те айӑплама хатер пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Врачсене те айӑплама йывӑр-ҫке, Марья Ивановна.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кирек мӗн тусан та, пӑлхавҫӑ тесе айӑплама пултараймастӑп.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Микулана пӑлхавҫӑ тесе айӑплама нимех те мар.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уретник чӑннипех пире иксӗмӗре те айӑплама хӑтлансан, эсӗ нимӗн те курман, нимӗн те пӗлмен.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата пире айӑплама эпир тапӑнман-ҫке вӗсем ҫине.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней