Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тулӑх пурнӑҫпа тивлет ыйтса пуҫа ҫӗр ҫумне ҫитиччен авса чыс тунӑ.
55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa
Хаяр киремет авса пӑрахманскерсем! — терӗ Иливан Хусан еннелле чышкипе юнаса.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑрӑх ҫураймастӑн, авса хуҫаймастӑн.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Ӑна авса хур та, вӑл каллех тӳрленет.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Малтан хӑми ҫине линейкӑпа йӑр турӗ, вара ҫырма тытӑнчӗ, грифельне чӗриклеттерсе, чӗлхи вӗҫне тута хӗрринелле авса ҫырать вӑл.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче шӑтӑка тӑпрапа питӗрчӗ, таптарӗ, тикӗслерӗ, чие тӗмӗ турачӗсене кӑшт авса, хупӑрларӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Манехва турӑш умне тӑрса сӑхсӑхрӗ, пилӗкне авса пуҫне тайрӗ, хура вӑрӑм кӗпипе хулпуҫҫи ҫинчи тутӑрне варкӑштарса, мал ҫывӑха пырса ларчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тепре авса лартас пулсан вӑл чӑрсӑр Савтепие — пуриншӗн те тавӑрӗччӗ ӑна!Эх, вот бы еще раз попалась в его руки Савдеби — уж он бы рассчитался с ней сполна, за все!
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсене Шурча пупӗ урӑх енчен авса хурасшӑн.
Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эп ҫӗнтереймерӗм сана, ирсӗре, кӗлмӗҫе, ан тив, касаматра авса хутлатчӑр сана.— Я не сумела тебя в руки взять, так пусть тебя в каземате обломают, нищего распутника!
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пилӗке авса, хуҫса Тӗрмешсессӗн пухӑнкалӗ Чаплӑ тутӑрлӑх укҫа.
Тутӑр // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282–283 с.
Хӑваран авса тунӑ тӑрӑхла тенкел ҫинче — улӑм пӗрчисем, тусан…На сплетенной из ивовых прутьев скамейке лежит соломенная труха, пыль.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пупӑн кӗлетки самаях йывӑр та тӑрмашсан-тӑрмашсан ҫирӗппине те авса антарать.Так что поп, хоть и мал да неуклюж, иного так согнет в дугу — вовек не распрямиться.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗрсенех сулахай енче хӑваран авса тунӑ ҫатан лупас ларать.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӗр корзинкӑна ҫитерес тесе, вӑл кӑнтӑрлаччен ниҫта та тухмарӗ, пӗр труках виҫӗ корзинка авса лартсан ҫеҫ, кӑмӑллӑн кулса, витене лаша кӳлме кайрӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тупнӑ ӗҫ, ӑшӑ ҫӗрте пӗкӗ авса лараҫҫӗ, ҫуна тӑваҫҫӗ!
ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Колхозник, колхозра ӗҫлес вырӑнне, килте корзинка авса лартӑр-ха, пысӑк усӑ парӗ-и вара вӑл?
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Промсоюза пинӗ-пинӗпе корзинка авса параттӑмӑр, мӗнпур кӳршӗ колхозсем валли ҫуна-урапа тӑваттӑмӑр.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каччӑ ӑна хулӑпа хӑмсарать кӑна, хӗр ӗнтӗ хулӑ сӗртӗничченех пилӗкне пӗкӗ пек авса хунӑ.
3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тал-Марса хваттерӗ кӑмӑла каймалласкер: икӗ чӳречеллӗ пӳлӗмре — пысӑк сӗтел, сарлака тимӗр кравать, комод, авса тунӑ виҫ-тӑватӑ пукан.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.