Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аврӑҫнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мучи, карлӑкран тыткаласа, хӑма таткисенчен ҫапса тунӑ хӑлтӑр-халтӑр, йӑмӑлкка картлашкапа ҫӗр ҫине анчӗ, кӑртик-мӑртик тул карта пуҫне тӗнкӗлтетсе пычӗ, вара кил хӳмин йӑшса хуралнӑ, аврӑҫнӑ хӑмисем урлӑ анкартинелле тимлерӗ: ун вӗҫӗнчех, тӗкме ҫине хура хӑмла йӑввӑн карӑннӑ тӗлте, арӑмӗ муттикпе сӑмсалана пуҫланӑ паранка катмакласа, тӑпра чӑмаккисене ватса, хӑлтӑкласа купалать иккен.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней