Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗччен хӗрарӑма старик пыра-пыра пулӑшрӗ: хӗлле юр хырса парать, вутӑ ҫурса парать, шӑпӑр аври лартса парать, пӳрт тӑрри юсаса парать.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Пахчасенче ҫӗрулми аври ҫунтараҫҫӗ — часах сухалама вӑхӑт.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак тапхӑртах метис, ҫавӑнпа усӑ курса, ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрне ҫӗҫӗпе яшт чикрӗ те аври таранах кӗртсе лартрӗ.и в то же мгновение метис вонзил нож по самую рукоятку в грудь доктора.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакӑнта асӑннӑ ырӑ япаласемсӗр пуҫне унӑн тата акӑ мӗн-мӗн пуҫтарӑнчӗ: вуникӗ мрамор шарик, шӑхличӗ, витӗр пӑхмалли кӑвак кӗленче катӑкки, ҫип купчашкинчен тунӑ тупӑ, ниме те уҫасшӑн пулман ҫӑраҫҫи, пурӑ катӑкӗ, кӗленчерен тунӑ графин пӑкки, тӑхлан салтак, икӗ йытпулли, ултӑ шатлатмаллли япала, хӑрах куҫлӑ кушак ҫури, пӑхӑртан тунӑ алӑк хӑлӑпӗ, йытӑ валли мӑйкӑҫ, — анчах унӑн йытти пулман, — ҫӗҫӗ аври, апельсин хупписем тата кивӗ те ҫӗмрӗк чӳрече рами.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Акӑ тата тӑм тивнипе типнӗ ҫӗрулми аври.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Хӑйӗн ачине чӑваш «шӗшлӗ аври пысӑкӑш пулсанах» ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.Своих детей чуваши приучали к работе "как только они вырастали до ручки кочедыка".
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
39. Тул ҫутӑлсан та мӗнле ҫӗре ҫитнине ӑнкарса илеймерӗҫ, хӑйӑр ҫыранлӑ тинӗс аври курчӗҫ те, май килсен, караппа ҫавӑнта пырса чарӑнма шухӑш тытрӗҫ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ.7. Плачет сок грозда; болит виноградная лоза; воздыхают все веселившиеся сердцем.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне Елханам, Иаир ывӑлӗ, Лахмие — Голиаф тӑванне, Геф ҫыннине — вӗлернӗ; лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ; 7. ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Гоб теекен вырӑнта тепӗр ҫапӑҫу та пулса иртнӗ; ҫавӑн чухне Елханан — Вифлеем ҫыннин Ягаре-Оргимӑн ывӑлӗ — Геф ҫыннине Голиафа вӗлернӗ, лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пуҫӗнче — пӑхӑр калпак; хӑй чӗлпӗк пӑхӑр тум тӑхӑннӑ, ҫав пӑхӑр тумӗ унӑн пилӗк пин сикль тайнӑ; 6. уринче — пӑхӑр чӗркуҫҫилӗх, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑхӑр хулкан; 7. унӑн сӑннин аври — пир тӗртекенсен хивси пек; тимӗр сӑнни хӑй ҫеҫ ултҫӗр сикль тайнӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.