Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанпах юрӑсемпе, ташӑсемпе, вӑйӑсемпе пурӑннӑ.
«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ван-Конет тӑнлавне ӑшӑ ҫапнипе туять: сӳрӗклӗхӗ тамалчӗ, кулса йӗкӗлтешнӗ пурнӑҫӗ юрӑсемпе те тамбуринсемпе ҫывхарать, Гравелот ӗҫӗ хӑрушлӑхпа ҫиҫкӗнсе илчӗ, вара кӗпӗрнаттӑр телефон кӗпҫине секретаре пачӗ те яланхи хытӑ сассипе хушрӗ:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл тӑватӑ поездпа — юрӑсемпе, купӑссемпе, шӑхӑра-шӑхӑра пырса ҫитнӗ.Он подошел в четырех поездах, с песнями, гармониками, свистом.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн чунӗ, ҫамрӑклӑхӑн чи ҫутӑ сӑрӗсемпе илемленнӗскер, пурӑнӑҫа паха шӳтсемпе, лайӑх юрӑсемпе, ҫынсен йӑлисемпе хӑнӑхӑвӗсенчен ҫивӗччӗн кулнипе, пурӑнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗсем ҫинчен хӑюллӑ сӑмахсем каланипе ҫутатса тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Плетнёв ҫав хӗрарӑм патӗнче, пусми айӗнче, кӗтес йышӑнса пурӑнатчӗ, анчах унӑн «хваттершӗн» тӳлеме укҫи ҫукчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна хаваслӑн шӳт тунипе, купӑс каланипе, чӗрене пырса тивекен юрӑсемпе кӑна тӳленӗ; вӑл ҫав юрӑсене тенорпа юрласа ларнӑ чух унӑн куҫӗсенче тӑрӑхлакан кулӑ ҫиҫсе тӑратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Апат хыҫҫӑн хӑнасем улӑмпа выльӑхсене ҫитермелли чуста чӑмӑрккисене тиерӗҫ те хаваслӑ юрӑсемпе килнелле уттарчӗҫ…После обеда миньсиньтуньцы свалили на сани солому и жмых и с веселыми песнями отправились домой.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Виҫӗ кун хушши юрӑсемпе музыка сасси чарӑнмарӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пур районсенчен те рабочисем ялавсемпе, музыкӑпа, юрӑсемпе пыраҫҫӗ.Со всех районов идут рабочие со знаменами, с музыкой, с песнями.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫуртсемпе кӗтӳҫсенчен, тискер ирӗклӗхрен юрӑсемпе юмах-халап ҫеҫ юлаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ямшӑкки, лашасене йӳрӗккӗн хуйхатса, савӑнӑҫлӑ ҫынсем ларса пыракан икӗ урапа ҫумӗнчен иртсе кайрӗ; почтальонӗ, урапасем ҫинче ҫавӑнӑҫлӑ юрӑсемпе кисренсе пыракан арҫынсемпе хӗрарӑмсен хӗрелнӗ пичӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхса, куҫне хӗссе илчӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Утӑ ҫулнӑ е тырӑ вырнӑ чухне сывлӑш та илемлӗ юрӑсемпе кӑна янӑраса тӑратчӗ.В сенокос или во время жатвы здесь даже воздух звенел от радостных песен.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тата икӗ хутчен юрӑсемпе те ташӑсемпе кӗтсе илчӗҫ ӑна Горенду, Гумбу, Гарагасси, Тень-гум-Мана ҫыннисем.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ярмаркӑра пурӑнса ирттернӗ шавлӑ-тӑвӑллӑ кунсене аса илсе, Петр Артамонов пӗтӗм чунтан тӗлӗнчӗ, хӑраса ӳкнӗ пекех пулчӗ; аса килнӗ япаласене вӑл хӑй куҫӗпех курнине, ҫав кӗмсӗртетекен сасӑсемпе, музыка кӗрлевӗпе, юрӑсемпе, кӑшкӑрусемпе, ӳсӗр савӑнӑҫпа тата ӑсран тухса кайнӑ ҫынсем чуна аркатса ямалла кичеммӗн ӳленипе тулнӑ темӗн пысӑкӑш чул хуран ӑшӗнче хӑй те вӗренине ӗненес те килмерӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Щорс купӑсҫӑсене чӗнсе тухнӑ та вӗсене хаваслӑ юрӑсемпе ташӑ ҫеммисем калама хушнӑ.Щорс вызвал гармонистов и велел им играть веселые песни и танцы.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Урам тӗрлӗ сасӑллӑ юрӑсемпе янӑрать.Деревня наполняется праздничным разноголосьем, песнями, весельем…
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юрӑсемпе интересленнӗ май, вӑл историнчи геройсемпе, вӗсен кун-ҫул шӑпипе, ҫӗршывӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗ.Заинтересованный песней, он знакомился с ее героями, с их судьбой, с судьбой своей родины.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вара савӑнӑҫлӑн, юрӑсемпе килеҫҫӗ!
Тантӑшсем тырӑ кӑшӑлне хураллама пулӑшаҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Ӗнтӗ кайӑксем те вӑранчӗҫ, ире савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ юрӑсемпе илемлетрӗҫ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юрӑ кӗввипе хӗр качча кайнӑ, вилнисемпе, ҫӗре кӗрекенсемпе те юрӑсемпе сывпуллашнӑ.Под звуки песен девушка шла замуж, и песнями деревня прощалась с умершими, с отходящими в землю.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.