Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чунна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Давид Авиафара каланӑ: ҫав кун, Идумея ҫынни Доик унта пулнӑ кун, вӑл Саула евитлессе пӗлтӗм эпӗ; санӑн аҫу килӗнчи пур чуншӑн та эпӗ айӑплӑ; 23. юл ман патӑмра, ан хӑра: манӑн чуна шыракан санӑн чунна та шырӗ; эсӗ ман патӑмра сыхлӑхра пулӑн, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давида Мелхола, хӑйӗн арӑмӗ, каланӑ: эхер те эсӗ ҫак каҫ чунна ҫӑлса хӑвармасассӑн, ыран сана вӗлереҫҫӗ, тенӗ.И сказала Давиду Мелхола, жена его: если ты не спасешь души твоей в эту ночь, то завтра будешь убит.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑна ху патӑнтан ирӗке яма тивнӗшӗн чунна йывӑра ан ил: ӗнтӗ вӑл сана ултӑ ҫул хушшинче тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳленинчен икӗ хут ытларах ӗҫлесе панӑ; вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пӗтӗм тӑвас ӗҫӳнте пиллесе тӑрӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Мадиан [ҫӗрӗнче] Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кай, Египета таврӑн, санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.