Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑнӑхнӑ (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан йывӑр хуйхӑпа… ну, мӗнле каламалла ӗнтӗ, — кирлӗ сӑмах тупаймасӑр, Таня шӗвӗр пӳрнине сывлӑшра ҫавӑрса илчӗ, — хуйхӑпа… ну, ывӑннӑ е пусӑрӑннӑ тейӗпӗр, пуҫ мими ҫынна сывлӑха ҫиекен йывӑр шухӑшран хӑтарма хӑтланать, пурнӑҫа унччен хӑнӑхнӑ йӗркепе янӑ пек тӑвать.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Сасартӑк ҫак ҫутӑ хаваслах, хӑнӑхнӑ пурнӑҫ, хаклӑ ӗмӗтсем — мӗн пурри пӗтӗмпех ишӗлет, арканать, пӗтет.

Помоги переводом

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Кӗнекесене ачаранах юратма, хаклама хӑнӑхнӑ Нина хитре хӗр ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Кашни кун курса калаҫас, пушӑ вӑхӑта кӑшт та пулин пӗрле ирттерме май пулас пулсан, вӑл, паллах, хӑнӑхнӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑнӑхнӑ ун йышшисем ыттисем хӑйсен умӗнче хӑраса чӗтренине курма.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑнӑхнӑ ҫынсем ҫак вӑхӑтра канма та, чӗлӗм туртма та ӗлкӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑнӑхнӑ та эпир кунта, сӗм вӑрманта, — мӑкӑртатрӗ вӑл именчӗклӗн.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Уҫӑ сывлӑш, ҫемьепе пӗрле пурӑнни, ачаран хӑнӑхнӑ хресчен ӗҫӗ, ялйыш, чун туртакан тӑван вырӑнсем — ҫаксем пурте, паллах, атте сывлӑхне хӑвӑртрах ҫирӗпленме пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе пирӗн татах та вӑйлатмалла, — пырса кӗреҫҫӗ хӑлхана тахҫан илтме хӑнӑхнӑ яп-яка сӑмахсем.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпӗ, паллах, хӑнӑхнӑ та юратнӑ ӗҫсӗр юлнӑшӑн пӑшӑрхантӑм.

Помоги переводом

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Платник ӗҫне ҫавӑн чухне пуҫласа хӑнӑхнӑ та ҫамрӑк.

Помоги переводом

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Стрелок вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхнӑ вӑл.

Помоги переводом

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Ыр кӑмӑллӑх аллине тӑсма хӑнӑхнӑ ҫын пулӑшусӑр ларма пултараймасть.

Помоги переводом

Ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ — сӑваплӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bba/

Заданисене пурнӑҫланӑ тата вӑййа вылянӑ чухне ачасем ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне урамра хӑйсене хӑрушсӑр тыткалама хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... ln-3788360

Хӑнӑхнӑ май хулара та ҫавнашкалах ир тӑратӑп.

Помоги переводом

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тунсӑхласа ҫитнӗ вӑл унсӑр, пӗрмай тӗлӗкре курать ӑна, вара яланах килсе курас килсе каять ӑна, мӗншӗн тесен ачаран хӑнӑхнӑ кунта ҫӳреме хулари хӗвӗшӳ хыҫҫӑн кунти лӑпкӑлӑхра пулма уйрӑмах аван.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӗҫсӗр эпӗ хӑрса ларӑп, эпир пурне те хамӑр алӑсемпе тума хӑнӑхнӑ, атте-анне пире ҫавӑн пек вӗрентсе ӳстернӗ, ан вӑрлӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнӑр тенӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хӗрӗм, эпир хамӑр пускилсене хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кичемрех пире кӑштах килтен тухса ҫӳремесӗр, хӗрӗм, унччен хӑнӑхнӑ кашни кун ӗҫе ҫӳреме, халь, ав, ӗҫсӗр.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗнре уйрӑмлӑхӗ, эсӗ унччен те ресторана ҫӳремӗ хӑнӑхнӑ вӗт.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней