Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑнасем (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприятире хутшӑнакансем хушшинчен Ӗҫ тӑвакан комитетӑн, Раҫҫейри ачисемпе тата ҫамрӑксен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн представителӗсем тата ытти хӑнасем те пурччӗ..

Помоги переводом

«Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» слечӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... a-xutsancc

Хӑнасем Ульяновскра В.И. Ленинпа ҫыхӑннӑ вырӑнсенче, И.Я. Яковлевӑн музей-хваттерӗнче пулса курчӗҫ.

Помоги переводом

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Ҫак паллӑ кун хӑнасем ӗҫ тӑвас ӗҫӗн чи лайӑх практикисем ҫинчен пӗлӗҫ те карьерӑна аталантарас енӗпе консультаци илӗҫ.

Помоги переводом

Пушкӑртра ӗҫе вырнаҫтарассипе ярмӑрккӑра Раҫҫейӗн 600 ытла ӗҫ параканне тӑратнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... tn-3811102

Уяв чухнехи пек капӑр тумланнӑ хӑнасем, хаваслӑн калаҫкаласа, шӳт туса, ача ашшӗпе амӑшне саламлама тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Эпӗ пынӑ ҫӗре хӑнасем пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Каларӗҫ мана урамра, хӑнасем килнӗ сирӗн терӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Мускаври ача ҫуртӗнчен те хӑнасем пур — ачасем, хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӑнасем ҫитрӗҫ сирӗн.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӳршӗри районсенчи хӑнасем те хутшӑннӑ мероприятире бизнес аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ, ӑнӑҫлӑ опытпа паллаштарнӑ, оратор искусствипе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.

Помоги переводом

Районти хӗрарӑм-предпринимательсем усӑллӑ тӗлпулӑва хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3800628

Хӑнасем «Агротуризм», «Ялти кадрсем», «Патшалӑх службинчи амазонкӑсем», «Телейлӗ ҫемье» тата «Экокультура» дискусси лапамӗсене хутшӑнса тӗрлӗ ыйтусем тавра калаҫнӑ.

Помоги переводом

Агрослетра — чи хастар ҫамрӑксем // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %b5%d0%bc/

«Ку проекта округ администрацийӗ, Канаш епархийӗ, тӗп библиотека ӗҫченӗсем ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫу кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра ялсене хӑнасем йышлӑн килеҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан 20 ҫынтан ытла мар ушкӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсемпе экскурси яланах йӗркелеме май пур. Маларах пӗлтерсен автобус та, экскурсоводсем те пулӗҫ», — каласа парать Петр Васильевич.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/

Дмитрий Краснов министр Раҫҫей турисчӗсем юлашки вӑхӑтра глэмпинг патне туртӑннине, ҫитес вӑхӑтра хӑнасем кӑна мар, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хӑйсен канӑвне шыв хӗрринче, ту аййкинче тата йывӑҫсем ҫинче вырнаҫнӑ хӑйне евӗрлӗ ҫуртсенче йӗркелеме пултарассине асӑнса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Глэмпинг патне туртӑнаҫҫӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%b3%d0 ... %d0%b0cce/

Хӑй ҫав вӑхӑтра аякрах мар вырнаҫнӑ сӗтел патне васкавлӑн утса ҫитрӗ те унти темиҫе кӗнекене алла илчӗ, хыҫҫӑн пӗр тӑхтаса тӑмасӑр библиотекӑна килнӗ «хӑнасем» патне каялла таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Сцена ҫине театрти пултаруллӑ артистсемпе чӗннӗ хӑнасем тухӗҫ: Елена Заставная (Питӗрти «Зазеркалье» театр); Жанна Дромбовскаяпа Александр Трофимов (Питӗрти Мариински театр); Александр Кузнецов (Питӗрти Михайлов театрӗ); Денис Немцовпа Наталья Глух (Белоруҫри академи музыка театрӗ, Минск хули); Максим Райчёнок (Питӗр).

На сцену выйдут талантливые театральные артисты и приглашенные гости: Елена Заставная (Петербургский театр «Зазеркалье»); Жанна Дромбовская, Александр Трофимов (Мариинский театр, Санкт-Петербург); Александр Кузнецов (Михайловский театр в Петербурге); Денис Немцов и Наталья Глух (Белорусский академический музыкальный театр, г. Минск); Максим Райчёнок (Санкт-Петербург).

Оперетта фестивалӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38234.html

«Ҫемье» аллейинче те ҫамрӑк мӑшӑрсемпе килнӗ хӑнасем лӑсӑллӑ йывӑҫсем лартрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ЧР культура, архив тата наци ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богоусловский, ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Алексей Автономов, Патӑрьел район прокурорӗ Андрей Афанасьев, ЧР мӑсӑльман Тӗн управленийӗн председателӗ, Общество палатин членӗ Мансур Хайбуллов, Шӑнкӑртам территори пайӗн начальникӗ Марат Айзатуллов, прихут ертӳҫисем, имамсем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Хисеплӗ хӑнасем пурне те уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫакӑн пек уявсене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ пулма сунчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Уява хаклӑ хӑнасем — Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин, Тутарстан Республикин ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Ф.А. Аглиуллин, Хайпӑҫ муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ А.И. Рахматуллин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В. Степанов, ЧР проект ӗҫӗпе патшалӑх программисен управленийӗн начальникӗ Д.В. Бельцов, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ С.П. Федоров, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Мами ӑна, ахӑртнех, килен-каян хӑнасем валли туяннӑ пулас.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӗтмен, чӗнмен-туман хӑнасем евӗр таплаттарса ҫумранах икӗ ҫамрӑк иртет.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней