Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Эхер те Ҫӳлхуҫаран хӑратӑр пулсан, Ӑна пӑхӑнса тӑратӑр пулсан, Ӑна итлетӗр пулсан, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлеместӗр пулсан, хӑвӑр та, сире тытса тӑракан патшӑр та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хыҫҫӑн ҫӳретӗр пулсан, [Ҫӳлхуҫа алли сире хирӗҫ пулас ҫук]; 15. эхер те Ҫӳлхуҫа сассине итлемесессӗн, Ҫӳлхуҫа хушнине хирӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли, сирӗн аҫӑрсене хирӗҫ пулнӑ пекех, сире те хирӗҫ пулӗ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иисус халӑха каланӑ: акӑ ҫак чул пирӗн кӳнтелен пулӗ: вӑл [паян] Ҫӳлхуҫа пире каланӑ пӗтӗм сӑмаха илтрӗ; эсир [ӳлӗмрен Ҫӳлхуҫа] Туррӑр умӗнче суя суяс пулсассӑн, вӑл сире хирӗҫ кӳнтелетӗр, тенӗ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пур ырӑ сӑмахӗ те сире ҫитсе тӑнӑ евӗр, Унӑн сирӗн тӗлӗшрен каланӑ усал сӑмахӗ те — хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех — ҫитсе тӑрӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн, 13. пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑртан аслӑ та вӑйлӑ халӑхсене хӑваласа ячӗ, паян кунччен сирӗн умӑрта никам та тӳссе тӑраймарӗ; 10. сирӗнтен пӗри пин ҫынна хӑвалать, мӗншӗн тесессӗн, хӑвӑра каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫать.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, 8. ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫак халӑхсене пурне те хӑвӑр куҫӑр умӗнче мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех куртӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫрӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисуса: «Пилӗк патша тупӑнчӗ, вӗсем Макед ҫывӑхӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса лараҫҫӗ» тесе пӗлтерсессӗн, 18. Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине пысӑк чулсемпе хупласа хурӑр, хураллама ҫынсем тӑратӑр; 19. хӑвӑр [кунта] чарӑнса ан тӑрӑр, тӑшманӑрсене хӑвалӑр, ҫарӗнчен тӑрса юлнисене пӗтерсе тӑкӑр, вӗсене хӑйсен хулисене тарса ӳкме ан парӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр вӗсене сирӗн аллӑра панӑ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ, 4. вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ; 5. эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр; 6. вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ; 7. эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать; 8. хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: кунтарах килӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, тенӗ.9. Иисус сказал сынам Израилевым: подойдите сюда и выслушайте слова Господа, Бога вашего.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.