Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне тимсӗр пулни нихӑҫан та тӳрлетме ҫук инкек патне илсе пыма пултарать.
Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть // Ольга КОРОТИНА. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%b0%d1%8 ... %82%d1%8c/
Ҫапла, анчах пӗтӗмпех хӑй тимсӗр те ҫемҫешке пулнипе мар-и?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫӗнӗ хуҫа тимсӗр, чунсӑр пулнӑран пурӑна киле пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ, улмуҫҫисем хӑра-хӑра типнӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку вара, Искра, ытла та тимсӗр, сӳрӗк пулнипе хӑйӗн самоспасательне те ҫухатнӑ пулнӑ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тарӑхнӑ агроном, икӗ чышкине те чӑмӑрласа, тимсӗр летчике ятласа юнарӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Те пӳлӗхҫӗ хӑтарнӑ ӗнтӗ, те вӑл хӑй ҫавнашкал тимсӗр этем.То ли пюлех его оберегает от подобной нечисти, то ли он сам беспечный, невнимательный человек.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Сӗрме купӑс тимсӗр хуҫана юратмасть, — терӗ Слуцкий, — пӗр уйӑх каламасӑр пурӑнсан, вӑл ҫепӗҫ сассине пытарать.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Куҫӗсем анчах ӗлӗкхи пек тимсӗр мар, шухӑшлӑн пӑхаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирӗ тимсӗр куҫсене ҫак ҫыннӑн интеллигентлӑхне асӑрхама чӑрмантарать ахӑр.Рваный костюм помешал бы заметить невнимательному глазу интеллигентность прохожего.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑш-пӗр чухне ҫак ҫынсем сапаланчӑк тата тимсӗр, нумай чухне вара — чӗрӗ-йӑрӑ, тӗплӗ те шухӑшлӑ.Иногда эти люди рассеянны и беспечны, но чаще оживленно-серьезны.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Пьер Суринэпе питех те тимсӗр.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Ведомство ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, йывӑрлӑх суд приставӗсен службин тимсӗр ӗҫченӗсене пула сиксе тухнӑ пулин те, кун пек чухне те Росреестр ним тума та пултараймасть.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ куҫман харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ пӗр лару-тӑрӑва ӑнлантарса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30805.html
«Тимсӗр ача, ӑҫта санӑн разведкӑна кайма, тейӗҫ!»
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку ӗнтӗ пӗтӗмпех эпир тимсӗр пулнинчен килет.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Семен Михайлович халӗ те Старая Руссӑра тата ҫак станцире пирӗн ҫынсем тимсӗр пулни ҫинчен шухӑшласа пырать.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анна Николаевна «тирадисене» итлекен Милӑн сӳрӗк те тимсӗр сӑн-питне курмарӗ Виктор класри калаҫу вӑхӑтӗнче.Виктор не видел безразлично-ясного лица, с каким Милочка слушала все тирады Анны Николаевны.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ҫук, хуть те мӗн ан калӑр та, хитрелӗх тесен, эпир калама ҫук тӑрӑшусӑр та тимсӗр; шухӑшласан кун ҫинчен, э-э… усал сӑмахпа ятлаҫас килсе каять.
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах пирӗн тимсӗр пулмалла мар.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кобзев хӑйӗн начальникне управленинчи ӗҫсемпе тем пекех паллаштарма тӑрӑшнӑ пулсан та, Алексей ӑнланаймарӗ: вӑл сӳрӗк, тимсӗр, ӑна хуйхӑ пусса илнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑт тимсӗр ачасем! — тӗлӗннипе Саша аллине сулла-сулла илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.