Поиск
Шырав ĕçĕ:
Стенасемпе мачча ҫинчи хӑрӑм, юри якатса сӑрланӑ тейӗн, кӑмрӑк тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Шӑшисемпе йӗкехӳресем урайӗнче ҫеҫ мар, стенасемпе нарсем тӑрӑх чупаҫҫӗ, ҫимелли шыраҫҫӗ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Мӗнпур стенасемпе ҫуртсем, тротуарсем ҫине пур ҫӗре те: «Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласси тӗп пултӑр!», «Вӑрҫӑ пуҫлама провокаци тӑвакан фашизм тӗп пултӑр!», «Сывӑ пултӑр халӑхсем хушшинчи мир!» текен лозунгсем ҫырса хурӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Стенасемпе мачча ҫинче тӗксӗм шурӑ, симӗс, шурӑ хӗрлӗ, ылтӑн, асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗс хумӗсем выля-выля шӑранаҫҫӗ, витӗр курӑнакан драпировка евӗр юнтармӑш арабескӑсене куҫса вуҫех ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Стенасемпе хӳмесен суккӑр, вилӗ ванчӑкӗсенче аякри аваллӑх, Атиллӑпа Чингисхан вӑхӑчӗсем сӑнарланнӑ тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Унтан шлепкине пичӗ ҫине антарса хурса хальлӗхе кунтах, хиртех, стенасемпе хытӑ япаласем ҫук ҫӗртех юлни аванрах та хӑрушсӑртарах-тӑр тесе тӗв турӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Вӑрман варринче ҫынсем пурӑнакан питех те хитре йӑвалла пысӑках мар айлӑм сарӑлса выртать-мӗн; Пелегрин унта пач кӗтмен ҫӗртен пырса лекнӗ, мӗншӗн тесен капӑр ҫурма сӗмлӗхре тропик чӑтлӑхӗ, ӑнсӑртран тенӗ пек, ҫӳллӗ пӗрене стенасемпе пӗрлешет; ку — ҫурт-йӗрӗн хыҫал енӗ, малти фасад вара тӑп-тулли чечеклӗ шалти ҫӑра сада тухать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Вӑл хушнӑ тӑрӑх стенасемпе вывескӑна ҫӗнӗрен сӑрланӑ.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн ҫурт-йӗрне, ҫемйине, пурлӑхне нумай вӑхӑт хушши сыхланӑ патмар стенасемпе ҫӳле башньӑсем текех хӳтӗлеме пӑрахрӗҫ.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем хулана ҫӗнӗ стенасемпе тата ҫичӗ кӗтеслӗ башньӑсемпе илемлетеҫҫӗ, улӑпла пирамидӑн ҫирӗм пӗр картлашкине ылтӑнпа сӑрса тухаҫҫӗ, акведуксем хываҫҫӗ, архитектурӑра пӗрремӗш хут колоннӑсемпе усӑ курма пуҫлаҫҫӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тинӗс хӗрринчи ҫуртсем ишӗлсе аннӑ, стенасемпе чӳрече хушшисем кӑна тарса юлнӑ.Здания, обращенные к морю, были разрушены, сохранились только стены и проемы окон.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Стенасемпе кӗтессем тӑрӑх тӗрӗллӗ колоннӑсем ҫӳлелле ҫеҫке ҫыххисем пек пӗтӗрӗнсе хӑпараҫҫӗ, ҫара ҫерҫисем хура ҫунатсемпе пӑрӑлтаттарса явӑнакан тӗттӗм ҫӗрех кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вара вӑл каллех хӑйӗн пӗчӗк хунарӗпе стенасемпе телефон юписене ҫутатма чупрӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Малтан ун куҫӗ умӗнче тӑман явӑҫни, тата туртасемпе пӗкӗ айӗнчи лаша силленсе пыни курӑнса тӑнӑ, тата вӑл хӑйӗн айӗнче выртакан Микитене астуса илнӗ; унтан тата ҫак шухӑшсем патне урӑх шухӑшсем хутшӑна пуҫланӑ, — вӑл праҫник ҫинчен, арӑмӗпе становой, тата ҫурта ешчӗкӗ ҫинчен, унтан каллех ешчӗк айӗнче выртакан Миките ҫинчен шухӑшланӑ; кайран тата ун куҫне сутакан-илекен мужиксем курӑна пуҫланӑ, тата шурӑ стенасемпе тимӗр витнӗ ҫуртсем, ҫав ҫуртсен айӗнче Миките выртнӑ; кайран пурте ун пуҫӗнче пӑтранса кайнӑ; сӗвек кӗперрин тӗсӗсенчен пӗр шурӑ тӗс пулать, ҫавӑн пекех ун пуҫӗнчи тӗрлӗ шухӑшсем те хутӑшса кайнӑ та ун пуҫӗнче нимӗн те юлман, вӑл вара ҫывӑрса кайнӑ.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ҫак каҫхине инженерсене тахҫан уйӑрса тӑракан пур стенасемпе хӳшӗсем те ишӗлсе анчӗҫ.В этот вечер рушились все стены, все перегородки, когда-то разделявшие инженеров.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Васильев хирурги инструменчӗсем пек ҫуталса тӑракан хӑй пӗлекен стенасемпе пӑрӑхсем ҫине, шурӑ халатсем тӑхӑннӑ ҫынсем приборсем умӗнче хытса тӑни ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла шутларӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
«3. Ҫуртсенчи, урамсенчи хушӑксене, катакомбӑсене кӗмелли шӑтӑксене халех ҫирӗп чул стенасемпе хупламалла.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Таса пушӑ стенасемпе тӑп тулли кӗнеке тултарнӑ шкапсене ытларах килӗштернӗ вӗсем.Предпочитали голые чистые стены и книжные шкафы, полные книг.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӗсем ан курччӑр-ха, тесе пӗшкӗнсе, Тема аяккалла сиксе ӳкет те, винограднике васкавлӑн пырса кӗрет; унтан, чӳречесӗр, алӑксӑр стенасемпе садалла тухакан чул сарай аяккине пӑрӑнса, садпа картишне уйӑрса тӑракан карта урлӑ каҫать, хайхискер вара, чиперех кухньӑна ҫитсе тӑрать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хула йӗри-тавра стенасемпе хапхасем пулман, хула пур енчен те уҫӑ пирки тӑшман тапӑннине чарса тӑма та кансӗр пулнӑ; апла пулин те тӑшмана аслӑ урам чарма пултарнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.