Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗрре сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗрре (тĕпĕ: пӗрре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина Васильевна вара яла таврӑннишӗн пӗрре те ӳкӗнмест.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӳнер, сӑнӳкерчӗксен фестиваль-конкурсӗсене, наукӑпа практика конференцийӗсене хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче те пӗрре кӑна мар пулнӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Эпӗ ку ӗҫе пӗрре ҫеҫ мар хутшӑннӑ.

Я в этой работе не один раз участвовал.

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Урампа ӑнсӑртран пӗрре ҫын утса иртет.

На улице неожиданно встретишь случайного прохожего.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх организацийӗсен хушшинче тӑкакли пӗрре те пулман.

В январе-сентябре 2015 года среди сельскохозяйственных предприятий ни одно не числилось убыточным.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑна вӑл сӗтел хушшине пӗрре ларсах вуласа тухнӑ.

Ее она, сев за стол прочитала сразу.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

Помоги переводом

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ҫавӑнпа та кун йышши ҫынсен кварталта пӗрре дерматовенеролог патӗнче тӗрӗслевре пулмаллах.

Помоги переводом

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Малти вырӑнсене те пӗрре мар йышӑннӑ.

Не раз занимали призовые места.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

– Столовӑйра пӗрре пулса курнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ апатланмашкӑн кунтах ҫӳрет.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫапах та кун-ҫулӗнче хӑй планланӑ пек пулса тухманшӑн паян пӗрре те ӳкӗнмест.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

– Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет.

Помоги переводом

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чӑн та, пушӑ вырӑн пӗрре те курӑнмарӗ.

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Парламент Комитечӗн председателӗ Петр Краснов патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫине 2013 ҫултанпа пӗрре те индексацилеменнине аса илтерчӗ.

Председатель Парламентского комитета напомнил, что индексацию зарплат государственных служащих не проводили с 2013 года.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Малашнехи ӗҫсем ӑнса пырасса пӗрре те иккӗленместӗп.

Нисколько не сомневаюсь, что в будущих делах нас ждет успех.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республикӑра, 2013 ҫулхипе танлаштарсан, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадисен юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ пӗрре ҫурӑ хут ытла ӳснӗ.

Более чем в полтора раза по сравнению с 2013 годом в республике увеличилось число победителей и призеров заключительного этапа всероссийской олимпиады школьников.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче техника специальноҫӗсем енӗпе палӑртнӑ бюджет вырӑнӗсен конкурсӗ пӗрре ҫурӑна яхӑн ӳсрӗ, вӗсенчен вӗренсе тухакансем пурте ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.

Конкурс на бюджетные места по техническим специальностям в учебных заведениях среднего профессионального образования увеличился почти в полтора раза, все выпускники трудоустраиваются.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ахӑртнех, хӑшӗсен иртнӗ тапхӑра, миллиардшар тенкӗ бюджет укҫине, Чӑваш ҫӗрӗнчи вӑрман туприпе ҫӗр айӗнчи пуянлӑха ручкӑпа пӗрре сулсах, конкурссемпе аукционсем ирттермесӗрех ҫывӑх ҫынсен хушшинче пайланӑ чухнехи вӑхӑта, каялла тавӑрас килет-тӗр.

Видимо, кому-то очень хочется вернуть прошлое, когда миллиарды бюджетных рублей, богатства лесов, недр земли чувашской делились узким кругом приближенных, раздавались одним росчерком пера без конкурсов и аукционов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак киревсӗр йӑлапа кӗрешме вара пӗрре те ансат мар.

С этой безобразным обычаем бороться очень не легко.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Паллах, Тӑван ҫӗршыва юратакан, тахҫан ӑна алла пӑшал тытса пӗрре хӳтӗленӗ ҫын пушшех те, ҫак тивӗҫе пурнӑҫлассинчен пӑрӑнса юлма пултараймасть.

Помоги переводом

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней