Поиск
Шырав ĕçĕ:
Оля ҫак ҫамрӑксем ҫинчен кашнин ҫинченех аса илсе каласа парать: «Ох, пӗлесчӗ эсӗ, еплерех алла чӑмӑртатчӗ ҫак Валерий», «Павел ҫав тери хитреччӗ, куҫӗсем ҫунса тӑратчӗҫ…»
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Пӗлесчӗ унӑн юратӑвӗ мӗнлерех таса пулнине, вӑл сана епле кӗтнине.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ҫавна пӗлесчӗ ман: унӑн кунҫулӗ вӑрӑм килӗ-ши?
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата кама тухнине пӗлесчӗ! —
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗлесчӗ! —
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман ҫавна пӗлесчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пӗлесчӗ сирӗн ман килте мӗнле ҫавраҫил ҫавӑрӑннине!
Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗрех хут ҫавна пӗлесчӗ пирӗн.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пӗлесчӗ, — терӗ вӑл, — пӗр ҫӗр, ик ҫӗр ҫул ӗлӗк ҫакӑнта мӗнлерех вӑрман пулнӑ-ши?
Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.
— Лена, пӗлесчӗ сан, мана санпа пурӑнма мӗн пек лайӑхне…
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ах, пӗлесчӗ, мӗн ҫитмест-ши Анаткасӑн каччине?
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Эх, пӗлесчӗ сирӗн, мӗнле вӑл ӳснине!
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
— Армет тусӑм, сан пӗлесчӗ Ӗмӗте, умри ӗҫе.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ-ши вӗсем, пӗлесчӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗлесчӗ ман, ӑҫта эп ҫитрӗм?
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Барон, кала, пӗлтер, тархасшӑн, Ӑҫтан-ха тупӑнчӗ ку ҫын; Тен, Атӑла тарса тухасшӑн, Пӗлесчӗ, кам-ши ун хуҫи?»
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗлесчӗ, мӗншӗн-ши тӗнче Паян Кавруҫшӑн уярланнӑ, Вӗрет ӑш ҫил кӑнтӑр енчен, Курсам, вӑрман та капӑрланнӑ.
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Манӑн ытларах пӗлесчӗ, мӗнле ученӑй, мӗнле сортсем ӗрчетет, мӗнле меслетсем сӗнет, вӑл меслетсене хамӑр колхозра мӗнле пурнӑҫламалла?
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗлесчӗ ман, пӗлесчӗ ман, Агай мана юратать-ши?
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗлесчӗ!
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.