Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кӑшт ҫеҫ, — хӑштик-хӑштик сывлакаласа, питҫӑмартине пӑч! пӑч! путаркаласа, пит-куҫне ӑш-пиллӗн ҫутатрӗ хӗр те.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗ кӑштах хумханчӗ, ҫӑмӑл хумкай хускалса выляма тытӑнчӗ, унтан пӑч путрӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ийя, пӑч пулчӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Кулнӑ чух икӗ пичӗ пӑч путать.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Урине йӑмӑкӑн икӗ хура ҫивӗчӗ вӗҫӗнчи шурӑ хӑйӑвӗсем икӗ шурӑ лӗпӗш пек мӗлтлетсе илчӗҫ те, тӗрлӗ еннелле вӗлтӗртетсе, каҫ сӗмлӗхӗнче пӑч ҫухалчӗҫ…
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Хоп! — хӑрах аллипе асамлӑ кӗленчене хуплать ача; куян пӑч ҫухалать таҫта; кушак, ним ӑнланмасӑр, ун-кун пӑхкалать, вара, ӑна кӳрентерес мар тесе, Вихтӗр каллех аллине илет тӗкӗр ҫинчен, каллех чӑлтти-чалтти сиккелеме тытӑнать кушак.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ирӗке тухсан, утӑ купи ҫине ӳкнӗ йӗп пек, пӑч ҫухалнӑ, милици куҫӗнчен вӗҫерӗннӗ хайхисем.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сасартӑк, телевизор сӳннӗ пек, ҫак ҫӑтмах тӗнче пӑч! турӗ те пӗтсе ларчӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Кӗркури хӗре ыталарӗ, пӑч ҫаврака ҫӳхе тутинчен икӗ хут чуп туса илчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Пӑч тӗттӗм пулнӑ.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Унта пӑч тӗттӗм пуличченех ларма…
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тем пӑч сӳнчӗ, тем ҫуталчӗ…
Август // Юрий Айташ. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... st-3374193
Пӑч тӗттӗм, таврара никам та ҫук…
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Коридор вӗҫӗнче, шалти алӑксем пӗтсен, коридора сиксе тухса унти лампочкӑсене ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрнӗ те хӑй пӑч ҫухалнӑ.
3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Сӗм ҫӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗрте унӑн каферен пӗр ещӗк эрех сӗтӗрсе тухнӑ тӗреклӗ арҫынпа тытӑҫса ӳкмелле пулнӑ.
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Пӑч тӗттӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӑч тӗттӗм.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Тавралӑх пӑч тӗттӗмленчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Коля курчӗ те ӑна халиччен асӑрхаманнине асӑрхарӗ: янахӗ ун пӑч путӑк иккен.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Тарье малтанах пӳрте кӗчӗ, унта нумай та тӑмарӗ, тӳрех лавккана тухрӗ, кунта нӳхрепри пекех пӑч тӗттӗмне курса, пӗр хушӑ ним ӑнланмасӑр тӗлӗнсе тӑчӗ..
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.