Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вуласа тухрӑмӑр та — Шурча таврашӗнче ХVШ-мӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ пӑлхава эпир кураймарӑмӑр, ыттисенче 1905 ҫулхи революцин ҫулӑмӗ-тӗтӗмӗ явӑнмасть, ӗнӗк шӑрши те ҫапмасть, Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци те чӑвашран аякра тарать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пӑлхава кам ҫӗкленӗ — пыр та шыра.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫав вӑхӑтрах пӑлхава ҫӗкленнӗ ирҫесен ҫарпуҫӗ те суйманни куҫ умӗнчех, кун пирки пӗрре те иккӗленмелле мар.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хресчен патши ирӗк панине пӗлсессӗн пирӗн ял пӑлхава тухрӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайран вара, вӗҫӗмсӗр пӑлхава ҫӗкленнине кура, патша чӑвашсене кӑрал таврашӗсӗр хӑварма шутланӑ, пирӗн ҫӗршывра тимӗр-тӑмӑр сутма, лаҫсем уҫма чарнӑ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Килчӗ хыпар Хусантан Хамӑран тус Хусахран — Касамата ҫӗмӗрме, Улпутсене сирпӗтме Ятарласа пӑлхава Ертес пулать халӑха.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Нивушлӗ Фретич чӑнласах ҫав пӑлхава ертсе пырать? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл арӑмӗн сӑмахӗсене ӗненмесӗр.— Неужели Фретич на самом деле глава восстания? вдруг спросил он недоверчиво.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Чӗмпӗр шкулӗнчи пӑлхава асӑнса вырӑсла сӑвӑ ҫырнӑ…
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чӗмпӗр шкулӗнчи пӑлхава аса илтӗн-им?
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав пӑлхава вара 300 пине яхӑн рабочисем хутшӑннӑ пулнӑ.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Юлашкинчен: — Иртнӗ ҫура энӗшкассисем хуралҫӑ пӳртне ҫӗмӗрме тапӑннине астӑватӑн-и? Уншӑн эсӗ ҫынсене пӑлхавҫӑсем тесе айӑпларӑн. Тӗрӗссипе, ун чухне ниепле пӑлхав та пулманччӗ. Паян вӑт, чӑн та, пӑлхав пуҫланчӗ. Ку пӑлхава пуҫаракана Ҫӗпӗре, катӑргӑна ӑсатас пулать. Ӑнлантӑн-и? — тесе вӗҫлерӗ сӑмахне.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑвашсем пӑлхава хутшӑнмарӗҫ, ӑна сарӑласран, вӑйлӑрах амаланасран чарса тӑчӗҫ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Астраханьтн хан ывӑлне Мухаммеда илсе килнӗ пулсан, ӑна хан туса хунӑ пулсан мӗнлеччӗ-ши тет Мамич-Бердей шухӑшӗсен вӗҫне тухма тӑрӑшса, пӑлхава ертсе пыма пултаракан ҫын пулатчӗ-ши вӑл е Али-Акрам пекех тутлӑ ҫиме, ҫемҫе тӳшек ҫинче выртма юратакан этем пулатчӗ-ши?
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн пӑлхава та ҫавнашкал пӗтерсе тӑкӗҫ тесшӗн-и эсӗ?
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытти мӑрсасем пулӑшнипе тӗтӗреҫҫӗ те тӗтӗреҫҫӗ Усеин-Сеитпа Мамич-Бердей Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсене, халӑха сывлама та памаҫҫӗ, вӑйпах пӑлхава хутшӑнтараҫҫӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Апла пулсан вӑл халь вырӑссене хирӗҫ пӑлхава тухмастех.
7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку хаклӑ япаласене пӑлхава ертсе пыракансен пӳртне ҫекӗлсенчен ҫакса хунӑ та, кӗрен-тухан кашниех курма, курма ҫеҫ мар, патне пырса тытса пӑхма пултарать.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӑлхава ертсе пыракансен тавлашма, Нухайран е урӑх ҫӗртен кама та пулин кӗтме вӑхӑт юлмарӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темскер, пӑлхава ертсе пыракан мӑрсасем питех килӗштерсех каймаҫҫӗ пулас хӑйсен хушшинче.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.