Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн шутпа тулнӑ, пирӗннипе — тулман.
51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Йӗрке хуралҫисем ӑна 7 пин юаньлӗх сиен кӳнӗшӗн айӑплама йышӑннӑ, ку вӑл пирӗннипе шутласа 95 пин тенке яхӑн.
Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html
Мартинӑн ҫӗр лаптӑкӗ, пирӗннипе танлаштарсан, виҫӗ хут пысӑкрах пулчӗ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
— Эпӗ «Лео» ҫинче, пирӗннипе танлаштарсан, аванрах тетӗп, — хушса хучӗ Дэзи.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӗсен ӗҫ укҫине пирӗннипе танлаштарсан — ҫӗрпе пӗлӗт хушши.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Сирӗн вара, пирӗннипе танлаштарсан, пысӑк пӗлӳ пур.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Этем сӑнлӑ урнӑ тискер кайӑксем, Ливия пушӑ хирӗнчи арӑслансем пек, юн ӗҫесшӗн ҫунаҫҫӗ; вӗсем пусмӑртисен юнне курса киленеҫҫӗ; юрӗ, вӗсем хӑйсен хӗҫӗсене пирӗн хӗҫсене хирӗҫ тӑратчӑрах, ун чухне вӗсем хӑйсен юнӗ пирӗннипе хутӑшса юхнине курма пултарӗҫ, ун чухне вӗсем чурасен те, гладиаторсен те, пусмӑртисен те чӗресем тапнине ӑнланӗҫ…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хирӗҫ килекен эшелон ҫитсе чарӑнчӗ, пирӗннипе юнашарах тӑрать.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эп пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑвӑр, вӗҫне ҫитерӗр, пурӑнӑр; ҫакӑнпа вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пирӗннипе ҫыхӑнтарать…Продолжайте мной начатое, заканчивайте, живите, и этим сомкнул свою жизнь с нашей.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Фабрикӑри «ӑсчахсем» янтӑ формулӑпа, пирӗннипе усӑ курса ҫав эмеле хатӗрленӗ, «ҫӗнтерӳҫӗсене» тухса преми илме васканӑ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Акӑ вӑл, ӑна пирӗннипе танлаштарса пӑхӑр тата хатӗр варианта паянах крыссасем ҫинче тӗрӗслеме пуҫӑнӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Чахоткӑллӑ ҫыннӑн ӳпкисем пирӗннипе пӗр евӗрлех пулин те — пӗр пек пахалӑхлӑ мар.Легкие у чахоточного не в том положении, как у нас с вами, хоть устроены одинаково.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах кунта вӗсене ытларах та тухать: хӑйсемшӗн ӗҫленӗ пирки вӗсем ытларах тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртрах, ӑнӑҫлӑрах пулса пырать; сӑмахран, тӑрӑшмасӑртарах ӗҫлесен, вӗсем 5 япала тума пултараҫҫӗ тейӗпӗр, 5 кӗпе пултӑр эппин, пирӗннипе илсен, халӗ вара — 6 кӗпе ҫӗлеме ӗлкӗреҫҫӗ, — ку пропорци ытла пӗчӗк-ха вӑл, анчах ӑнах илӗпӗр ӗнтӗ, эппин, урӑх предприяти 5 т. ӗҫлесе илет пулсан, пирӗн 6 т. илет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пирӗннипе питех пуяймӑн!
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пирӗннипе.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
- 1