Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пахчара улмуҫҫи, чечексем нумай ӳстернӗ.
73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen
Пахчара «пӗлтерӗшлӗ йывӑҫ» статуслӑ чылай йывӑҫ (вӗсене ятарлӑ кӑтартмӑшсемпе палӑртнӑ) лартса тухнӑ, ҫавӑн пекех клумбӑсенче тӗрлӗ йышши чечек нумай.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Пахчара темиҫе йӑрана йӑлтах юхтарса кайнӑ.
Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Карташӗнче, садра, пахчара, ҫул ҫинче шыв юлмарӗ.
Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пӑхӑр: ҫумӑр ҫунӑ чухне карташӗнче, садра, пахчара мӗн пулать.Посмотрите, что происходит на дворе, в саду, на огороде, когда идет дождь.
Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унӑн йӗри-тавра ҫӳллӗ карта, шкул ҫурчӗ, сарай, пахчара йӑрансем, утарта пилӗк вӗлле, ҫимӗҫ садӗнче йывӑҫсем, чечек лартнӑ ҫаврака клумба курӑнаҫҫӗ.
Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫурт умӗнчи пӗчӗк пахчара чечексем, Урамри паллӑна — «Р» саспаллине урлӑ чӗрсе пӑрахнӑ, ку ӗнтӗ кунта машинӑсен чарӑнса тӑма юрамасть, тенине пӗлтерет.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пурте пӗрле пахчара ӗҫлеҫҫӗ, чечек йӑранӗсене шӑвараҫҫӗ, хӗл кунӗсенче кил картишне юртан тасатаҫҫӗ.
«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570
Пахчара аппалан.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫуллахи вӑхӑтра пахчара кӑштӑртатаҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ.
Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/
Маларах, хӗрӗпе кӗрӳшне пулӑш пултӑр тесе, мунча хутма, апат пӗҫерме, пахчара чӗкӗнтӗр-кишӗр кӑларма, выльӑх валли пӗчӗк арманпа тырӑ авӑртма, кил-тӗрӗшри вӑй ҫитекен ытти ӗҫсене те тума тӑрӑшнӑ Николай Михайлович.
Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/
Кил хушшинче те, пахчара та тасалӑх, килӗнче вара — хӑтлӑх хуҫаланаҫҫӗ.
Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/
Анчах пахчара питӗ вӑйлӑ ӗҫлетчӗ вара, ӑна пытармалли ҫук.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Хушӑран чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать тата: пахчара тем тӗрлӗ чечек ҫитӗнтерет, кавирсем тӗрлет, тухья-хушпу ӑсталать, сӑвӑ ҫырать.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Пахчара — кая юлса ҫурӑлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш, хӗвеле хирӗҫ чӗвенсе, чӗчӗ ӗмекен пӑру пек малалла сике-сике илет, тытамак тытнӑ пек каҫӑхса кайса тапкалашма тытӑнать, хыҫаланать, е шӑнса кӳтнинчен ӑшӑнас тенӗ майлӑ, ҫулҫисене, ҫын аллисем пек, хире-хирӗҫ сӑтӑрать.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Сирӗн пахчара улмуҫҫи пур пек.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пахчара хуҫӑлса аннӑ ҫӗмӗрт патӗнче пӗр хушӑ чарӑнса тӑмасӑр пултараймарӗ-пултараймарех…
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗр хыҫалта ҫыртӑнса ларнӑ йӳле пилӗклӗ кӗске пӳс кӗпине хӑвӑрт туртса юсарӗ те, пахча алӑкне шалтлаттарса, пахчара ҫухалчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Мартин пекех пахчара тӑрмашма вара — ҫыннӑн кӑмӑлӗнче, юнӗнче темскер хӑйне евӗрли кирлӗ, ахӑр.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
— Хам пахчара туса илниех.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.