Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Любишкинӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ пулнӑ тӗле пӑлханса кӑшкӑрнипе сасси питӗрӗннӗ Ҫӑрттан мучи ача ҫуратас ӗҫе хӑй пачах хутшӑнманни пирки карчӑкне ӗнентерсе ҫитермех пуҫланӑччӗ, анчах шӑпах ҫак самантра алӑкран Любишкинӑн сакӑр ҫулхи ывӑлӗ килсе кӗчӗ.

К вечеру окончательно охрипшему от волнения и крика Щукарю почти удалось убедить старуху в его полной непричастности к рождению ребенка, но именно в этот момент на пороге кухни появился восьмилетний мальчишка, сын Любишкина.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах мӗншӗн Любишкинӑн, эс каланӑ пек, пурте тенӗ пекех турӑ ҫыннисем вара?

А почему же это только у Любишкина, как ты говоришь, почти сплошь богомольные?

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл аллинчи кашӑкне сарса хуна ратнеллӗ пир татӑкӗ ҫинелле ывӑтса янӑ та тинкеререх пӑхнӑ: Любишкинӑн чӗтрекен аллинче ҫинҫешке шӑмӑ татӑкӗ сулланса тӑнӑ, ҫав шӑммӑн ҫурхах карса илнӗ юплӗ-юплӗ вӗҫӗсенче пӗчӗкҫеҫ чӗрнесем курӑннӑ…

Он кинул на разостланное ряднище ложку, всмотрелся: в подрагивающей руке Любишкина болталась хрупкая косточка, оперенная на конце перепонками и крохотными коготками…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑрушла тарӑхса кайнипе Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ ерипен кӑвакарса, хӗрелсе пыра пуҫланӑ.

Лицо Любишкина медленно наливалось синеватым румянцем страшного гнева.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну ӑҫта кайса чикем-ха эпӗ ӑна? — Любишкинӑн хура мӑйӑхӗсем айӗнче тути хӗррисем сиксе чӗтреме пуҫларӗҫ.

Ну куда я его дену? — у Любишкина под черными усами бешено задрожали губы.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ ҫапӑҫусӑр иртмерӗ: Любишкинӑн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗш ывӑлӗ, Захар Любишкин, колхозран тухнӑскер, виҫӗ ҫынпа вӑкӑрсене хураллать.

Дело не обошлось без драки: двоюродный брат Любишкина, Захар Любишкин, стерег вместе с тремя другими выходцами быков.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ — хӗп-хӗрлӗ хӗртнӗ кирпӗчпе пӗрех, вӑл хура мӑйӑхне чӑмлакалать, тарӑхтарса ҫитернӗ пек унӑн-кунӑн пӑхкалать, аллине тепӗр пиншак патнелле тӑсать.

У Любишкина лицо — красная обожженная кирпичина, жует он черный ус, затравленно озирается, тянется к другому пиджаку.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кирлех ҫав, кирлех ҫав вӗрентни, — канаш парса пырать Любишкинӑн хӑти, ватӑлса ҫитнӗ мучи Бесхлебнов Аким.

— Следовает, следовает поучить, — советовал сват Любишкина — престарелый дед Бесхлебнов Аким.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней