Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мосальский ултӑ ҫул каялла Ленинградри консерваторире вӗреннӗ, анчах унтан тухса кайнӑ та кӑҫал ҫеҫ Новосибирскинчен диплом илсе килнӗ.
I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пирӗн театр валли музыкӑллӑ произведенисем ҫырса пама пултаракан чӑвашсен талантлӑ композиторӗсем — икӗ опера ҫырма ӗлкӗрнӗ Ф. Васильев, А. Васильев-Асламас, Г. Хирбю, М. Алексеев, Т. Фандеев, В. Ходяшев, А. Петров тата ыттисем, паян кун та музыкӑллӑ спектакльсемпе ӗҫлекен солистсемпе хор коллективӗ, студире вӗренекенсем, симфони оркестрӗн коллективӗ, Ленинградри Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинчен вӗренсе тухакан нацилле хореографи студийӗ, Мускаври ГИТИСра вӗренекен вокалистсен группи — акӑ вӑл чӑвашсен оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ.
5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Акӑ, халӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхи каччӑ Ленинградри журналистсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫитменнине тата вӑл никам ҫӗнтерейми Хӗрлӗ Ҫарӑн ретне юрӑхлӑ пулнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Тимахван мучин кӗҫӗн ывӑлӗ Улатимӗр, Ленинградри политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ҫав хуларах пурӑнма юлнӑ, унтах авланнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградри госпитальсенче медсестрара, Ӗренпурти заводра юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫинче, Мускав облаҫӗнчи «Путь к победе» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман ӗҫчен пулса тӑрӑшнӑ.
«Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34457.html
Хусанти Чӑваш педтехникумӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн театр-студийӗнче, Мускаври Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗнче, Ленинградри музыка училищинче вӗреннӗ.
«Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34457.html
Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи чӑваш студийӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
Алевтина Николаева артистка 75 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33321.html
— Эп — электротехник, Балти тинӗс флотӗнче службӑра пулнӑ, ун хыҫҫӑн Ленинградри клиникӑсенче ӗҫленӗ, рентгенотехник шутӗнче.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Лешӗ Ленинградри ялхуҫалӑх академинче ӗҫлет тет пулас.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ.
Ефим Никитин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31355.html
Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ.
Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31267.html
Ун чух июнь уйӑхӗччӗ, эпир хамӑрӑн Ленинградри туссемпе пӗрле Петергофа похода кайма хатӗрленеттӗмӗр.Стоял июнь, и мы вместе с ленинградскими друзьями готовились к походу в Петергоф.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗррехинче Ленинградри чи опытлӑ педагогсенчен пӗринпе калаҫма ятарласа пынӑ пӗр журналист унпа яра кун асапланчӗ, анчах усси пулмарӗ: Екатерина Ивановна ӑна: «эпӗ ыттисем пекех ӗҫлетӗп, ман ӗҫре ыттисенчен уйрӑмми нимӗн те ҫук», терӗ.
61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫур ҫул каялла Лира Ленинградри приемника лекнӗ, унтан вара — пирӗн пата.Полгода назад Лира попал в ленинградский приемник, а оттуда — к нам.
54 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ленинградри «болельщиксем» — вӗсем нумайӑнччӗ ӗнтӗ, кӗске ҫӳҫлӗ пионерсенчен пуҫласа кӑвак сухаллӑ стариксем тарӑнах пухӑннӑччӗ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫапла, горн мар, Ленинградри, Мускаври, ӑҫта та пулин инҫетри Ҫурҫӗрти е шӑрӑх Кӑнтӑрти, пирӗн аслӑ ҫӗршыври хуть те хӑш ҫӗрти шкулсенчи пекех — шӑнкӑрав сасси янӑраса кайрӗ ҫав.
43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вӑл — Ленцер, Ленинградри ачасен интернационаллӑ ҫуртӗнчи воспитательсенчен пӗри пулнӑ.Это был Ленцер, один из воспитателей интернационального детского дома в Ленинграде.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сирӗн математике Ленинградри хуть те хӑш шкул та ӑмсанма пултарать.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Ленинградри беспризорниксем хушшинче чи ӑста кӗсье вӑррисенчен пӗри пулнӑ, — халӗ ҫав ҫаврӑнӑҫуллӑ, пысӑк мар, анчах ҫирӗп алӑсем ҫӗнӗ ӗҫе ытлашши чӑрмавсӑрах хӑнӑхса пычӗҫ, хуть те мӗнле инструмента та ӑста тыткаларӗҫ.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир — Ленинградри пионерсен делегацийӗ, сирӗн ачасем валли парнесем илсе килтӗмӗр.Мы делегация от ленинградских пионеров с подарками для ваших ребят.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.