Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лекрӗ (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухаҫсен ӑмӑртӑвне лекрӗ пулать вӑл!

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Туруновӑн тӳрккеслӗхне пула, вӑл хӑйӗн чапӗшӗн тӑрӑшнине пула Лашманов больницӑна лекрӗ.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑ ҫуккипе этем эрех тыткӑнне лекрӗ пулсан, ӑна тинех хоккей кӑтартнипе ҫӑлаймӑн.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Япӑх ӗҫлетпӗр, куншӑн пире паянхи канашлура та хытӑ лекрӗ.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мана виҫҫӗмӗш приз лекрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Настьӑна лекрӗ, юрӗ вара, пултӑр.

Достался Насте, ну и ладно.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

«Эп сире ӑҫта тӑратнӑ, ҫанта тӑрӑр», – лекрӗ ӑна куншӗн Анна Ивановнӑран.

«Стойте там, куда я вас поставила», – получил он за это от Анны Ивановны.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Пӗррехинче юман ӑна мар, пӗр чипер инкене лекрӗ те, вӑл вара «Капкӑна» ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чухне ӗнтӗ «Ҫӗр юнӗ» роман унӑн аллине лекрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫ тӗлне ҫӳлӗк ҫинчи пӗчӗк календарь лекрӗ.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Вӑт ҫавӑн чухне ҫав ӗҫе тума лекрӗ те мана.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кӗрекере Герасим Федотович лӑп та шӑп Никифор Варламовичпа юнашар лекрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялавӗпе пӗрле преми те лекрӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗмрен ӑна шӑп та лӑп сӑмсинчен пырса лекрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуйтан аллине лекрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тӑвас тен, ку юлташӑн чунӗ те Шуйтан кӗсйине лекрӗ вара.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара старикӗн ирӗксӗрех Килтеш ялӗнчи сиплевҫе Кӗлсулттан кинемей патне кайма лекрӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чулман Атӑл урлӑ каҫсан тепӗр куннех вӑл хӑй ҫыннисемпе пӗрле тӑшман аллине лекрӗ.

Помоги переводом

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунвиҫӗ ҫулхискерӗн хӗрарӑм ӗҫне туса пурӑнма лекрӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхрӗ, кил хуҫи ачисене пӑхрӗ, хирте ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ окопри «каюра шӑтӑкне» кӗрсе выртни вилӗмрен хӑтарчӗ: пӗри шӑп окопа лекрӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней