Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑвакарма пуҫланӑ, сайралса юлнӑ ҫӳҫне вӑл хыҫалалла тураса якатнӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Горизонтра уҫҫӑнах вӑрман кӑвакарма пуҫларӗ, — ун хыҫӗнче аэродром.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвакарма пуҫланӑ ҫӑкӑр хыттисем йӑваланса выртнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урайне ӳксен, Алексей хӑйне пулӑшма никама та чӗнмерӗ, хӑех стена патнелле упаленсе пычӗ те, аллисемпе ун ҫине тайӑнса, урисем ҫине вӑрахӑн тӑчӗ, ыраттарнӑ айӑкне хыпашласа пӑхрӗ, чавси ҫинчи кӑвакарма пуҫланӑ вырӑна пӑхса илчӗ, унтан, шӑлӗсене ҫыртса лартса, стенаран уйрӑлчӗ те, тата тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шеф хӑй вара, хӗрлӗ питлӗ темӗн пысӑкӑш старик, ҫӳлӗ ҫамки ҫинче кӑвакарма пуҫланӑ, ҫилхе пек хулӑм ҫӳҫлӗскер, пурне те чарусӑр вӑрҫаканскер, вӑрҫӑчченхи пекех кунне икӗ хут, крахмалланӑ халатсем тӑхӑннӑ ординаторсемпе ассистентсен ушкӑнӗпе пӗрле, палӑртса хунӑ сехетсенче палатӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ, ҫӗнӗрен илсе пынӑ аманнисен диагнозӗсене пӑхнӑ, йывӑр аманнисем пирки консультаци панӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвакарма пуҫланӑ сухари татӑкне вӑл тути умне илсе пычӗ те ыраш ҫӑкӑрӗн йӳҫӗ шӑршине тӑранмасла шӑршларӗ.Заплесневелый сухарь он поднес ко рту, жадно вдыхая кислый запах ржаного хлеба.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шинельсӗр, картуссӑр, кителӗ ҫине тӗсӗ кайма пуҫланӑ темиҫе орден ленти ҫакнӑ, тӗксем тӑнлавӗсем патӗнче кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫлӗ батарея командирӗ Ваньӑна пирвайхи хут курнинчен ватӑрах пек туйӑнчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948