Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кирюкӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳпери сар хӗвел хӑй ӑшшине пӗр шелсӗр сапнине те туймасть Маюк, хӑйсен кассине каякан тӑкӑрлӑкра юпа пек хытнӑ та Ҫинукпа Кирюк савӑнӑҫлӑн калаҫса пынине, Кирюкӗ хутран-ситрен аллисемпе хӑлаҫланса илнине ӑмсанса пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫук, Кирюкӗ те курать Ҫинук еплерех хӳхӗмленсе кайнине, анчах юрату пирки сӑмах тапратма хӑрать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кирюкӗ тӑватӑ уйӑх ҫеҫ аслӑ пулин те ӑна вӑл пичче тесе хисеплет.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кирюкӗ те маххӑ памасть, тапӑнаканни ҫапма тесе аллине сулса янӑ чух кӳлепине велт айккинелле пӑрчӗ те ал лаппин тӳрттӗшӗпе нӑчӑк тутарчӗ ӗнсинчен, шапа пек аллисене сарса лач ӳкрӗ симӗс курӑк ҫине Кирюкран ик ҫул аслӑрах Мӑккӑль.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней