Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вӗсем хӑш вырӑнта канассине пӗлместӗр-и эсир? — тесе ыйтрӗ Завьялов ҫаврака питлӗ хӗртен.
19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Нумаях пулмасть 2023 ҫулта Раҫҫей ҫыннисем мӗнле канассине палӑртнӑ.
Мӗнле канатпӑр? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bce%d0% ... bfa%d1%80/
Расписание туссемпе тӗл пулассине, канассине кӗртӗр.Включите в свое расписание развлечения и встречи с друзьями.
40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чӑнахах та манӑн кара ҫӑварсем ҫын ҫывӑрассипе канассине шута илместчӗҫ.Действительно, мои крикуны мало считались с покоем и сном людей.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӑл канассине те хӑй халран кайса ӳкнӗ вырӑнсенче ҫеҫ канчӗ, пурнӑҫӑн сӳнме пуҫланӑ хӗлхемӗсем уҫҫӑнрах йӑлкӑша пуҫласан вара, вӑл тӑра-тӑра утрӗ.Отдыхал там, где падал, и тащился вперед, когда угасавшая в нем жизнь вспыхивала и разгоралась ярче.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: ҫамрӑксем хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмаҫҫӗ, канасси пирки йӗрӗнсе калаҫаҫҫӗ, сывлӑхшӑн тӑрӑшассипе канассине вӗсем ытлашши чаплӑ пурӑнни вырӑннех шутлаҫҫӗ.
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ӗнтӗ тӗттӗмленчӗ, вӗсем ҫавах выляҫҫӗ-ха, апатланассипе канассине те маннӑ: Борин пӗр мат, лешсем виҫӗ мат туянчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫак вӑрӑ-хурах эшкерӗ агентсем хушнине пурнӑҫламан, ҫула тухассине, ӑҫта канассине хӑйне кирлӗ пек йӗркеленӗ, каравана пӑрахса каяссине хӑратнӑ, вара агентсен час-часах салтаксем ыйтнипе килӗшмелле пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫапла, движени ҫукки вӑл ӗҫ ҫуккине пӗлтерет, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен антропологилле анализ тӑвас пулсан, ӗҫ вӑл движенин тӗп форми пулса тӑрать, вӑл мӗнпур ытти формӑсене: вӑхӑта савӑнса ирттерессине, канассине, ашкӑнасси-выляссине, хаваслӑха — пурне те содержани парать, вӗсен никӗсӗ пулса тӑрать; малтанхи ӗҫсемсӗр ҫаксем вӗсем пурнӑҫра пулма та пултараймаҫҫӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Канассине ӗнтӗ кайран та канӑн, халӗ вӑхӑт ҫук.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1