Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ак, Христинӑпа Андрей Васильевич тӗлне телей пӳрчӗ те, Елькка та савӑнӑҫлӑ, ав, Ельккан та килӗ-ҫурчӗ хӑтлӑхпа тулли, чӑп.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӳр-ха, аллу ӑшшине чӑмӑртаса пӑхам хӑть, — Ельккан туртӑшкаламасӑрах тӑсса панӑ аллипе хыттӑн-хыттӑн чӑмӑртарӗ те Куля, каллех, мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗн, хаш-ш! сывласа ячӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туй пӗркенчӗкӗ… — арӑмӗ питренех тинкернӗрен тата кунашкал явапа Ельккан мар, хӑйӗнех тытмаллине сиснӗрен, тӳрех, ним аякран-мӗнрен ҫавӑрмасӑрах каласа хучӗ ҫакна Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Матви!» — харӑсах пӗр ята асӑнчӗҫ Ельккан ӑсӗпе тути.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ельккан вара епле-ха?
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ельккан вара хӗр чухнехи, ҫирӗмри майлах — пушӑ, пӗччен, мӑшӑрсӑр.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тепӗр тесен, вӗсен мар, пирӗн хамӑрӑн, иксӗмӗрӗн, ҫемье тумалла-ҫке, — Ельккан тутӑр айне кӑшӑлласа ҫыхнӑ йӗкӗр ҫивӗтне сапаласа ячӗ Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл та, Ельккан кулянӑҫне кӑшт та пулин сӗвӗртес тесе, шыв ҫурса хӑварнӑ чӑнкӑ ҫырман ӗмӗр пӗрлешейми икӗ ҫыранӗ пек, таҫта аялта, тӗпӗнчӗ ҫав-ҫавах шӑнкӑртатма пӑрахман юхӑм чӗлтӗртетӗвӗпе пӑтрашӑнчӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗлетки, ҫанҫурӑмӗ Ельккан ни тулли, ни ҫӳхе мар.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шӑллӗсем те, ав, ӳссе ҫитӗнсе пӗтрӗҫ Ельккан, пурте, пӗрин хыҫҫӑн тенри, аслӑ шкулсене кая-кая кӗчӗҫ.У Ельки и братишки давно выросли, да уехали один за другим учиться.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
- 1