Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дрэпӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ май Дрэпӑн тӑвӑр хваттерӗнче тирпейсӗрлӗх хушӑннӑҫемӗн хушӑнать; кунта тӗлӗкӗн акӑш-макӑш ытарлӑ палӑрӑмӗсем, футурист ӳкерчӗкӗсем сапаланнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр; кунта — пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, ҫут ҫанталӑка кирлӗ мар япаласен коллекцийӗ; ҫав хушӑрах ал ҫырусен тӗрки те хулӑнлансах пырать; вӑл пысӑках мар шкапӑн варринчи сунтӑхӗнче выртать, темӗн тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӳршӗлӗхне, ахӑртнех, аран-аран ҫеҫ тӳскелет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Страницы:
- 1