Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолийӑна пула вӗлернӗ ҫынсен виллисене пӑрахнӑ шӑтӑка Аса патша Израиль патшинчен Ваасӑран хӑранипе тутарнӑ пулнӑ; ӗнтӗ унта Нафания ывӑлӗ Исмаил вилнӗ ҫынсене пӑрахса тултарнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Годолийӑна вӗлерсен тепӗр кунне, ҫакӑн ҫинчен никам та пӗлмен вӑхӑтра, 5. Сихемрен, Силомран тата Самарирен сухалне хырнӑ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑннӑ, суранланса пӗтнӗ сакӑрвунӑ ҫын ҫитнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳмешкӗн парнесемпе ливан илсе килнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Нафания ывӑлӗ Исмаил тата унпа пӗрле пынӑ вунӑ ҫын сасартӑк сиксе тӑнӑ та Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ Годолийӑна, хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ; 12. вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫар пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пушхире тарса пытаннӑскерсем, Вавилон патши Ахикам ывӑлне Годолийӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне лартнине, ӑна Вавилона куҫарса кайман арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасене — ҫӗршыври чи чухӑн ҫынсене — шанса панине пӗлнӗ ӗнтӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан, хайрансен пуҫлӑхӗ Навузазван, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем ҫын янӑ та 14. Иеремийӑна хурал картишӗнчен илсе килтернӗ, ӑна Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна килне ӑсатса яма хушнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах та ҫиччӗмӗш уйӑхра кунта Исмаил — Елишама ывӑлӗн Нефанийӑн ывӑлӗ, патша йӑхӗнчен тухнӑскер — вунӑ ҫынлӑ ушкӑнпа пырса ҫитнӗ те Годолийӑна тапӑннӑ, ӑна вӗлернӗ, унпа пӗрле Массифӑра пулнӑ иудейсене те, халдейсене те вӗлерсе тухнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑра хӑварнӑ халӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма Годолийӑна — Шафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне — лартнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1