Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Алексей сăмах пирĕн базăра пур.
Алексей (тĕпĕ: Алексей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Новинскра та, хӗлле Адун ҫинче те, кунта та, утрав ҫинче, миҫе хут ӗнтӗ эсӗ, Алексей, каҫсерен ача-пӑчасем савӑннӑ пек савӑнтаракан тӗлӗк куратӑн: эсӗ хӑвӑн чи ҫывӑх, юратнӑ Мускавна таврӑннӑ!

…Сколько раз по ночам в Новинске, и зимой на Адуне, и здесь, на острове, снилось тебе, Алексей, одно и то же, родное и близкое, что делало тебя детски счастливым: ты вернулся в Москву!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей нимӗн те асӑрхамарӗ, вӑл йывӑҫ тӗмисене сире-сире малалла утрӗ.

Алексей ничего не замечал, только механически раздвигал руками кусты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ пӗчченех утса ҫӳрем-ха, — йӑвашшӑн, анчах ҫирӗппӗн каларӗ Алексей.

Мне надо побыть одному, — кротко, но твердо сказал Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей тӑчӗ, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса тула тухрӗ те ӑҫта каяссине пӗлмесӗр утса кайрӗ.

Алексей поднялся и, шатаясь, как пьяный, вышел на улицу, побрел бесцельно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей ҫумӗнче Карпов кулянса тӑрать, вӑл юлташне мӗнле те пулин пулӑшасшӑн.

Над Алексеем стоял Карпов, он терзался, желая чем-нибудь облегчить страдания товарища.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нумайччен ларчӗ Алексей селектор патӗнче.

Долго сидел у селектора Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей, эсӗ илтетӗн-и мана?

— Алексей, ты слышишь меня?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗн? — ыйтрӗ Алексей, пӗр сӑмаха та илтмесӗр сиктерсе хӑварасшӑн мар пулнипе.

— Что? — переспросил Алексей, не в силах пропустить хотя бы слово.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Илтӗнмест, тепӗр хут кала! — Гречкин сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хушӑра кӑшкӑрчӗ Алексей.

— Не слышу, повтори! — крикнул Алексей, когда Гречкин сделал паузу, чтобы перевести дыхание.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах вуласа паман иккӗмӗш ҫырӑвне Алексей манман-ха.

Но Алексей не забыл о втором, еще не прочитанном письме.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Шанчӑкна ан ҫухат, Алексей.

— Не падай духом, Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Телеграмма ярӑр, ан тив, хӑйсем пӗлнӗ пек туччӑр! — шанӑҫ пӗтнине палӑртакан сасӑпа каларӗ Алексей.

— Пошли телеграмму, пусть распорядится по своему усмотрению, — с отчаянием в голосе сказал Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей хирӗҫ калас вырӑнне йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Алексей только вздохнул в ответ.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей тепӗр хут йӑлӑнса ыйтрӗ.

Алексей повторил просьбу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫырусене вуласа пар, Женя, — терӗ Алексей, тӑна кӗрсе ҫитсен.

— Прочти письма, Женя, — сказал Алексей, опомнившись.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Уйӑрса илмелле мар сас-чӗв хушшинче ӑнланмаллах илтӗннӗ ҫак сӑмахсем Алексей чӗрине пырса ҫапӑнчӗҫ.

Фраза эта, четко дошедшая до слуха Алеши среди шума и неясных голосов, ударила его в сердце.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Часрах парса яр, — йӑлӑнчӗ Алексей.

— Пришли поскорее, — попросил он.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Утрав ҫинче тискерленсе кайнӑ эсӗ, Алексей, тӑрӑхлама вӗреннӗ, — ассан сывларӗ Гречкин.

— Одичал ты на острове, Алексей, острить научился, — вздыхал Гречкин.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тепӗр вунӑ ҫултан кунта экскурсие килӗн акӑ, ун чухне курса ҫӳрӗн, — тӑрӑхласа кулчӗ Алексей.

Лет через десять приедешь сюда на экскурсию, тогда и посмотришь, — насмешничал Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шуйттан пӗлет ҫавӑн чухлӗ пӑр ӑҫтан тупӑннине, — ответлерӗ Алексей.

Дьявол его знает, откуда берется столько, — отвечал Алексей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней