Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫур кӗнеке майлӑ ҫавӑрса хучӗ те Авессалом тарнине ҫырса кӑтартнӑ страницӑна лекрӗ.Он перевернул полкниги и попал на описание бегства Авессалома.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Мана унӑн вичкӗн, кулӑшла юррисем аса килсе карӗҫ тата кукаҫей ун ҫинчен: «Юррисем тӑрӑх вӑл Давид патша пек, ӗҫӗсем тӑрӑх — усал Авессалом пек!» тесе каланисем хам пуҫра янтӑраса карӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй тӑван пиччӗшӗсен ҫиллинчен — Авессалом кӗвӗҫӗвӗнчен те Адони кӳлешӗвӗнчен — тарса хӑтӑлса, ют ҫӗрсенче ют ятпала вӑрах ҫулсем хушши тертлӗхре сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, питех те хӑрушӑ чухӑнлӑхра ним тивӗҫсӗрлӗхпе пурӑнма тивни ҫинчен те каласа панӑ патша ӑна.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
16. Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17. Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18. Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19. Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20. Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Авессалом ывӑлне Ионафана ҫителӗклӗ таран ҫар парса Иоппи хулине янӑ, лешӗ хула ҫыннисене хӑваласа кӑларнӑ та хӑй унтах юлнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Акӑ ӗнтӗ пытанса тӑнисем хӑйсен вырӑнӗнчен сиксе тухнӑ та ҫапӑҫу пуҫланӑ; Ионафан ҫарӗ тӳсеймесӗр пӑрахса тарнӑ, 70. икӗ ҫарпуҫӗ Авессалом ывӑлӗ Маттафийӑпа Халфий ывӑлӗ Иудӑсӑр пуҫне урӑх никам та юлман.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид псаломӗ, [хӑйне ывӑлӗ — Авессалом — йӗрленӗ чухне кӗлтуни].Псалом Давида, [когда он преследуем был сыном своим Авессаломом].
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — ытти арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсенчен пуринчен ытларах юратнӑ, — унӑн вунсакӑр арӑмпа утмӑл ҫум-арӑм пулнӑ, унӑн ҫирӗм сакӑр ывӑлпа утмӑл хӗр ҫуралнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун хыҫҫӑн Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — качча илнӗ; ку ӑна Авияпа Аттая, Зизапа Шеломифа ҫуратса панӑ.20. После нее он взял Мааху, дочь Авессалома, и она родила ему Авию и Аттая, и Зизу и Шеломифа.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса иудейсен патши пулса тӑнӑ та 10. Иерусалимра хӗрӗх пӗр ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Ана ятлӑ пулнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Мааха ятлӑ пулнӑ.2. Три года он царствовал в Иерусалиме; имя матери его Мааха, дочь Авессалома.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Галаадри Верзеллий ывӑлӗсемпе вара ырӑ пул, вӗсем санӑн сӗтелӳнтен тӑранса пурӑнакансем хушшинче пулччӑр: эпӗ Авессалом пиччӳнтен тарса ҫӳренӗ чухне вӗсем ман патӑма пынӑччӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Адония, Авессалом хыҫҫӑн ҫуралнӑскер, питӗ илемлӗ пулнӑ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах эпир патша пулма ҫу сӗрнӗ Авессалом вӑрҫӑра вилчӗ; халӗ мӗншӗн-ха патшана каялла тавӑрма тӑхтатӑр?
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша вара питне хупласа хыттӑн ӗсӗкленӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!4. А царь закрыл лице свое и громко взывал: сын мой Авессалом!
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑмҫӑм! ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ, Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!сын мой, сын мой Авессалом! о, кто дал бы мне умереть вместо тебя, Авессалом, сын мой, сын мой!
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.