Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Офицерсем хушнине вӑхӑтра та тӗплӗ тӑватчӗ, рапортсене кӗрнеклӗн яшт! тӑрса, аллине карттус сӑмси патне тытса, уҫӑ та янӑравлӑ сасӑпа, куҫран витӗр пӑхса паратчӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар мунча тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине усрӗ, шухӑша путса, йӑмралӑх хӗррипе утса кайрӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт хӗре, аллинчен ҫупӑрласа тытса, крыльца патнелле ҫавӑтса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович вара ҫаплах хӑй лавкка тытса тӑрать, таварӗсене темиҫе хут ӳстерсе сутать.

Помоги переводом

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ун ҫывӑхӗнче чарӑнса та тӑмасть, ячӗшӗн курка тытса парать те: эсир ӗҫӗр, ҫийӗр, савӑнӑр, манӑн ӗҫсем пур-ха тесе, сӗтел хушшине лармасӑрах тухса каять.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ҫавӑнтах ун аллинчен пӗрне тытса илчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Йӗкӗт, хӗре аллинчен тытса, хӑвӑрт васкаса утса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ тыт та ҫапла ак ҫак тӳме ҫине пус — Сергей, хӗрӗн пуҫ пӳрнине тытса, ӑна хунар коробкинчи тӳми ҫине пустарчӗ — ҫутӑ тепӗр ҫыран ҫинех ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӗсем, халь-халь пӗрне-пӗри тытса ҫурасла тӑшмансем пек, хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине ҫиллессӗн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах така хӑйӗн хуҫи еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, пуҫне ҫаплах мӑн кӑмӑллӑн тытса, тата шаларах кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, укҫине аллинчен тухса тарас пек кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса тытса, мунча пӳртекӳнчен тухма тӑчӗ, Мӑҫтук та пырасшӑннине курчӗ те пуҫӗпе сӗлтсе каларӗ:

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ну, кун пысӑкӑш пулӑ тытса курманччӗ-ха Паласра, — шӳтлесе илме пӑхрӗ тахӑшӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗнӗ власть сирӗнешкел ҫамрӑксене ҫапӑҫма мар, алла кӗнеке тытса вӗренме, ҫӗнӗ саманана тивӗҫлӗ ҫынсем пулма чӗнет.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукӑн ирӗксӗрех ҫак япалана алӑпа тытса пӑхасси килчӗ, анчах хӑй ӑҫта иккенне тавҫӑрса илчӗ те шартах сикрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шыва май йывӑҫ кӗреҫесемпе ишме те кирлӗ мар, киммине ҫеҫ чипер тытса пымалла.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сахар карттус сӑмсине пуҫхӗрлӗ тытса кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Акӑ, эпир халь ҫак тӗлте тӑратпӑр, — карттус сӑмси вӗҫне тытса кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм аллине куҫӗ тӗлне тытса, Ульха тухрӗ.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней