Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир ҫӗрле кӗнӗ тӗк, тен, хӑраттӑмччӗ-тӗр, анчах халӗ — кӑнтӑрла.

— Я, может, и испугалась бы, если бы вы пришли ночью, но теперь день.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Фельдшер сурансене ҫыхнӑ май унтан-кунтан тыткаланипе Калюков самантлӑха тӑна кӗнӗ пек пулчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани пырса кӗнӗ чухне Ольга Матвеевна сӗтел хушшинче ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче темле хутсем пӑхкаласа ларатчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӗрарӑм пирки айӑпа кӗнӗ вӑл, — хӳтӗлерӗ Телегина Калюков.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пуҫлӑхсем умӗнче самӑр кӳлепине кура мар вӑр-вар пулма тӑрӑшать, хӑй килни ҫинчен тин хӗсмете кӗнӗ салтак пекех уҫҫӑн та янӑравлан пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрнара пырса кӗнӗ чухне Крапивин чунӗнче вӑл-ку тӗлӗшпе нимӗнле иккӗленӳ те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗ, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ тенӗччӗ иртнӗ тӗлпулура, ун пирки те ыйтса пӗлсен пӑсмӗччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Колхоза кӗнӗ хресченсем ҫӗрӗҫне пӗрле тӑваҫҫӗ кӑна мар, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗр ушкӑнра пӑхса усраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сисмен те, хӗрарӑмсем шыва кӗнӗ ҫӗре ҫитнӗ иккен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санюк! — чӗнчӗ вӑл тин ҫеҫ ӗнине утӑ парса кӗнӗ арӑмне.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чӑннипе вӑл хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрӗсрех каласан, ҫирӗммӗш ҫулта поляксем аллине тыткӑна лекнӗ хыҫҫӑн, Совет влаҫӗ умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ: тыткӑнран тарнӑ чухне хӑйӗн командирне вӗлернӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак хушӑра Пуслӑх Мишши чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмартана, пӗтӗмпех хыпнӑскерне, шӑвӑҫ куркари сӑрапа сыпса, кӑшт-кашт чӑмласах ӑнӑҫлӑн ҫӑтса ячӗ те, хаяр эрехе самай ӗҫсе лартнине пула хӗрме те, нӳрӗрен кӗнӗ хыҫҫӑн ӑшӑнма та ӗлкӗрнӗскер, утаман хушнине итлесе, хӑй мӗн пӗлнине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Суту-илӳ кооперацине, авӑ, халӑхӑн чӗрӗк пайӗ кӗнӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хам кунта услапланса выртатӑп, Матви пичче ҫӗре кӗнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗркуннене кӗнӗ ҫав ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, хаклӑ юлташ, кӑтарт япалусене, — шухӑшсене тартса ыйтрӗ кӗнӗ арҫын.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ялта Ванькка граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче айӑпа кӗнӗ текен сӑмах ҫӳрет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна ҫуртне кӗнӗ чухне унта ӗҫлекен ҫамрӑк чиперкке ӑна йӑл! кулса кӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Веня, Хӗрлӗ Ҫартан тарса, хураха тухрӗ, влаҫ умӗнче те, халӑх умӗнче те, эппин, чӑннипех айӑпа кӗнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш, ӑнсӑртран кӑна килсе кӗнӗ темеллискер, сасартӑк вӑйланса-вӑйланса пычӗ, ҫавӑнтах пуҫа ҫирӗп вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней