Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Моав ҫӗрӗнчен — улма-ҫырла пахчинчен — савӑнӑҫпа телей ҫухалӗ, вӗсен юхтаркӑчӗсене Эпӗ эрехсӗр хӑварӑп; унта текех юрлаюрла иҫӗм ҫырли таптаймӗҫ; унта савӑнӑҫ сасси мар, харкашу сасси илтӗнсе тӑрӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ вара, Иаков чурам, ан хӑра, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана аякри ҫӗршывран, санӑн вӑрлӑхна вӗсен тыткӑнӗнчен ҫӑлӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнма пуҫлӗ, ӑна текех никам та хӑратаймӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа эсир тунӑ усал та ирсӗр ӗҫсене текех чӑтма пултарайман; ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ҫӗрӗр халӗ хӑвӑр курнӑ пек, пушхир, хӑрушӑ, ылханлӑ, ҫынсӑр пулса юлнӑ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авдемелех патша керменӗнчен тухнӑ та патшана каланӑ: 9. эй патша хуҫамӑм! ҫак ҫынсем Иеремия пророка шӑтӑка пӑрахса усал ӗҫ турӗҫ; вӑл унта выҫӑ вилет: хулара текех ҫӑкӑр юлмарӗ, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара, Манӑн Иаков чурам, ан хӑра, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана инҫетри ҫӗршывран, санӑн йӑхна тыткӑн ҫӗрӗнчен ҫӑлса кӑларӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӑна текех никам та хӑратмӗ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла пулӗ: мӑйна тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, тӑллуна салтса ывӑтӑп; текех ют ҫӗр ҫыннисене пӑхӑнса пурӑнмӗҫ, 9. Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, тата Эпӗ вӗсен пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хӑйсен патшине Давида пӑхӑнса пурӑнӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене кӗтме кӗтӳҫӗсем лартӑп, вӗсем текех хӑрамӗҫ те, шикленмӗҫ те, ҫухалмӗҫ те, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара ҫапла шухӑшларӑм: «текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»; анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, хӑвӑн ирсӗрлӗхне Ман умран сирсе ярсассӑн, эсӗ текех ҫӗтсе ҫӳремӗн.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ун чухне Иерусалима Ҫӳлхуҫанӑн патша пуканӗ тесе ят парӗҫ; халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа ячӗпе Иерусалима пуҫтарӑнӗҫ те текех хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнма пӑрахӗҫ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара ҫапла пулӗ: эсир ҫӗр ҫинче ӗрчесе йышлӑланса кайсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, текех Турӑ халалӗн арчи ҫинчен каламӗҫ, ун ҫинчен шухӑшламӗҫ, уншӑн тунсӑхламӗҫ, ӑна ҫӗнӗрен те тумӗҫ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Иерусалимшӑн савӑнӑп, Хамӑн халӑхӑмшӑн хӗпӗртенӗп, унта текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй эсир, Ҫӳлхуҫа ҫинчен аса илтерсех тӑракансем! шарламасӑр ан тӑрӑр, 7. Вӑл Иерусалима ҫӗр ҫинче мухтава кӑлариччен, ӑна ҫӗнетиччен Унӑн умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр, 8. Хӑйӗн сылтӑм аллийӗпе, Хӑйӗн ҫирӗп вӑй-хӑвачӗпе Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ: ӗнтӗ санӑн тырруна текех тӑшманусене ҫитермӗп, ют халӑхсен ывӑлӗсем эсӗ ӗҫлесе тунӑ эрехе ӗҫеймӗҫ.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан хӑра — намӑса тӑрса юлмӑн; ан шиклен — мӑшкӑл курмӑн: яшлӑхунта намӑс тӳснине эсӗ манӑн, тӑлӑх арӑмӑн хурлӑ пурӑнӑҫне текех аса илмӗн: 5. санӑн упӑшку — хӑвна Пултараканӗ; Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; сана ҫӑлаканӗ — Израиль Святойӗ: пӗтӗм тӗнче Турри тесе калӗҫ Ӑна.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хаяр халӑха, тӗлсӗр-йӗрсӗр, уҫӑмсӑр калаҫакан халӑха, ӑнланмалла мар чӗлхепе пуплекен халӑха текех курмӑн та эсӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хурлӑхлӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа сире ҫӑкӑр, хӗн вӑхӑтра шыв парӗ; Вӑл — сире Вӗрентекен, Вӑл текех сирӗнтен пӑрӑнмӗ, эсир Ӑна хӑвӑр куҫӑрпа курсах тӑрӑр; 21. эсир сылтӑмалла пӑрӑнсассӑн та, сулахаялла пӑрӑнсассӑн та хӑвӑр хыҫӑрта: «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» тенине илтетӗр.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑнпа та Авраама хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫа Иаков килӗ ҫинчен ҫапла калать: ӗнтӗ Иаков намӑса юлмӗ, унӑн сӑн-пичӗ текех шурса каймӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара асапланакансем Ҫӳлхуҫашӑн савӑннӑҫемӗн савӑнӗҫ, мӗскӗнсем Израиль Святойӗшӗн хӗпӗртесе мухтанӗҫ: 20. кӳрентерекен текех пулмӗ, мӑшкӑлҫӑ ҫухалӗ, ултава хӳтӗлекенсене — 21. ҫынна сӑмахпа чӑлхантарса яракансене, сут тума ыйтакана тытма хапха умне таната каракансене, тӳрӗ ҫыннах тӗртсе яракансене — пӗтерӗҫ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.