Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах сирӗн пурнӑҫӑрӑн ӗҫне умӑма кӑларса тӑратрӑм та ӑнлантӑм: Руфут ханкӑрӗн пуянлӑхне ҫул ҫӳревӗсемпе ҫыхӑннӑ уҫӑмлӑхсен-ҫӗнӗ пулӑмсен юхӑмӗпе ярса эпӗ ҫӗрӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӗкӗнетӗн-перӗнетӗп; унта: промышленноҫ, медицина, куллен усӑ кӳрекен тата пӗтӗмӗшле, абстрактлӑ наукӑсем, географи, этнографи, филологи, ботаника, музыка, поэзи, ҫут ҫанталӑк, тем те пӗр курса ҫӳрени, сӑнарлӑх ӳнерӗ, театр, литературӑн мӗн пур тӗсӗ, пӗр сӑмахпа — этемлӗхӗн мӗн пур куҫӑмӗ-аталанӑвӗ.

Но я вспомнил о деле вашей жизни и понял, что, обратив богатства Руфутской пещеры по руслу открытий, связанных с путешествиями, я коснусь всей жизни земли, войду в прикосновение с самыми разнообразными сторонами человеческой деятельности — промышленностью, медициной, наукой, прикладной и отвлеченной, географией, этнографией, филологией, ботаникой, музыкой и поэзией, природой и приключениями, живописью и театром, литературой всех родов — одним словом, со всем движением человечества.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл ярса пусмассеренех ҫӗр ҫинелле уксахланӑн тӗлӗнмеллерех авӑнать, акӑ аллисемпе сулкалаша-сулкалаша карта варрине вирхӗнсе кӗчӗ.

Жрец, странно припадая к земле на каждом шагу, стремительно пробежал к середине круга, размахивая руками.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Урипе вӗчӗххӗн сиккелесе вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ те пусмана чӗтрекен аллисемпе хыпашларӗ, унпа мӑйӗнчен, кӑкӑрӗнчен тата хырӑмӗнчен сӗртӗнет, куҫ кӗскине ярса тытса ун ҫине куҫӗсене чарса пӑрахсах тӗмсӗлчӗ те — кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнӑран ахӑлтатса кулса ячӗ.

Нервно дрыгнув ногой, он сорвался с места и погрузил трясущиеся руки в материю, прикладывая ее к шее, груди и животу; затем, схватив зеркальце, вытаращил на него глаза и расхохотался, чрезвычайно довольный.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем пыракан ҫыран тӑпри тикӗс мар, явӑнса сарӑлакан ӳсен-тӑранпа тулсах ларнӑ та — Гентпа Цаупере шарлаксенчен иртес тесе икӗ сехет нушаланчӗҫ, хура тара ӳкрӗҫ; кимме шыва аран-аран антарчӗҫ, — мӗншӗн тесен кунта путах-ҫыпҫӑнчӑк, ҫӳллӗ курӑк ӳсекен ӑшӑх вырӑн; Гент ҫаврӑнчӗ те — шалтах тӗлӗннипе малалла ярса пусаймасть.

Береговая почва, где они шли, была неровна и заросла таким обилием ползучих растений, что Гент промучился часа два, пока миновал пороги; он и Цаупере обливались потом; не без труда спустив лодку на воду, так как здесь была вязкая отмель, поросшая высокой травой, Гент, обернувшись, застыл в немом изумлении.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ыттисене вара вилессипе хӑратса вӑрман чиккинчен ура ярса пусма чарнӑ.

Остальным под страхом смерти запрещалось переступать границу леса.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кӑвайт хыпса-ҫатӑртатса хытӑрах ҫунма пуҫларӗ, утрав халӗ шалти хут хунар евӗр ҫап-ҫутӑ; Гент икӗ ракетӑна фитильпе сыпӑнтарчӗ те вӗсене чӗртрӗ, хӑй вара Цауперепе шывалла ярса пусрӗ.

Когда костер разгорелся и островок осветился изнутри, подобно бумажному фонарю, Гент прикрепил к ракетам два фитиля, поджег их, а сам с Цаупере вошел в воду.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑшман, ахӑртнех, утрава тапӑнса ярса илесшӗн.

Должно быть, враг собирался взять островок приступом.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунта юхан шыв ансӑр, ӑшӑх; пӗр вунӑ ҫын шыва кӗрсе утрав патне ҫитсен Гента ирӗклӗнех ярса тытаяҫҫӗ.

Ручей в этом месте был неширок и мелок; десяток людей, решившихся перебежать его, могли свободно захватить Гента.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Цаупере тӗркемне хучӗ те пӑшалне ярса тытрӗ.

Цаупере, положив тюк, схватил ружье.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент шывалла ярса пусасшӑнччӗ ҫеҫ, — вӑл кунта чӗр куҫҫи таран, ҫак самантра малта утакан Цаупере ҫине хӑй сисмесӗрех пӑхрӗ те — ҫинҫе шӑхӑру сӑлтавне ӑнланчӗ; ку — тискерчӗк пуҫӗ ҫинче йӑтса пыракан тӗркемрен лекнӗ ухӑ йӗппи силленет.

Гент еще собирался ступить в воду, бывшую здесь не выше колен, как, машинально взглянув на Цаупере, шедшего впереди, понял причину легкого свиста — это была стрела, качавшаяся в тюке, который дикарь нес на голове.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Шау манӑн йӗнере ярса илнӗ те ашак ҫине ларса тарасшӑн пулнӑ; арабсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ҫапӑҫма тытӑнманни кӑна.

— Шау уже присвоил мое седло и хотел бежать на осле; арабы кричат, чуть не дерутся.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Ҫын ярса пусать, урине амантать, вара… хӑйӗн ашшӗне мӗнле чӗннине аса илеймесӗрех вилсе выртать!

— Человек ступит, ранит ногу и умрет прежде, чем вспомнит, как звали его отца!

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Куҫ шуррисене ҫиҫтерсе — ывӑтнӑ япалана лешӗ упӑте хӑвӑртлӑхӗпе ярса тытрӗ.

Тот, сверкнув белками глаз, поймал брошенное с ловкостью обезьяны.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сунарҫӑ лӗнчӗр кӗлеткене айккинелле сӗтӗрсе вырттарчӗ, алли-уринчен ҫыхса хучӗ, ҫӑварне ластӑк вырӑнне пысӑках мар чул катӑкӗ чикрӗ, тутӑрпа ҫавӑрса хупларӗ, унтан сывлӑш ҫавӑрса ярса каллех алӑк патне йӑпшӑнса пычӗ.

Немедля последний оттащил тело в сторону, связав его по рукам и ногам, а в рот вместо кляпа втиснул небольшой камень, обмотав платком; затем, переведя дух, снова подошел к двери.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шултра пулӑ ҫапла, вӑлта хулккипе ҫыран хӗррине тухса ӳкнӗскер, ытлах хирӗҫлемест, хӑй хальлӗхе пӗлеймен вӑйӑма сӳрӗккӗн пӑхӑнать, анчах кӗҫех аптӑравне сирсе ярса сиккелеме те хуҫкаланма тытӑнать; негр та ҫавнашкалах: тӑна кӗчӗ те туртӑнса хӑтӑлма хӑтланать.

Так крупная рыба, выведенная крючком рыболова к поверхности, мало оказывает сопротивления, пассивно повинуясь неведомому усилию, но так же, как эта рыба, спохватившись, начинает прыгать и кувыркаться, негр, опомнившись, попытался вырваться.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл негра хӑлӑп ҫинче выртакан аллинчен ярса тытрӗ, хыттӑн туртрӗ те путӑкран сӗтӗрсе кӑларчӗ.

Он взял негра за руку, лежавшую на скобе, и, сильно дернув, вытащил туземца за предел ниши.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Наҫилккеҫӗсем шикленсе-аптӑраса чарӑнсан шурлӑха чи малтан вӑл ура ярса пусать.

Первым заходил в болото, если мялись носильщики.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ тикӗсех маррисене патӑм-и тен, ҫаплах тӑк — хӑвӑр хушӑра шӑпа ярса пайлӑр.

Может быть, я подобрал не совсем ровные, в таком случае вы можете их разыграть между собой.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тарпа ийӗ, мӑлатукпа шнур — сумккинче, акӑ Гент тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, вӗрлӗкрен аллисемпе куҫа-куҫа кӗҫех вӗренрен ярса тытрӗ.

Затем, взяв порох, долото, молоток и шнур, Гент повис над пропастью и, перебираясь по шесту руками, ухватился за веревку.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Саккунлӑ сирӗн ыйтӑвӑрсене хам нирки тӗплӗн каласа кӑтартнипе тивӗҫтереетӗп, — туртса ярса хуравларӗ Гент, — тӗплӗн — чӑнлӑх пӗлтерӗшӗпе кӑна, нумай сӑмахлӑхпа мар.

— Я предупрежу ваши законные вопросы подробным рассказом о себе, — ответил, закуривая Гент. — Подробным лишь в смысле точности, а не многословия.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней