Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каялла сăмах пирĕн базăра пур.
Каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулнӑ япалана каялла тавӑраяс ҫук ӗнтӗ, юрать-ха пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— О-ой, эпӗ сана паллатӑп, эсӗ — Андрей Гаврилов, ҫапла вӗт, — астӑватӑн-и, пӗр виҫӗ ҫул каялла йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвне кайнӑччӗ, хӗрачасен командинчен эпӗ иккӗмӗш вырӑнтаччӗ, эсӗ арҫын ачасен командинчен иккӗмӗшӗнчеччӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗлетӗн-и эсӗ, хӑвӑн дисциплинупа пӗтӗм коллектива каялла туртнине, хӑвна хӑв ача пек тыткаласа пуҫран ачашласса кӗтетӗн-и?

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ой, хӗрсем, пӑхӑр-ха, еплерех лайӑх пӑра хӑйраса пачӗ мастер, хурҫӑ тимӗрӗ мар, ҫӗрӗк йывӑҫа каснӑ пек, — ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Люба, пуҫӗпе каялла ҫаврӑнса пӑхса.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗлеткипе кунта пуринчен те ҫӳллӗрех Иван ластӑр усӑнса аннӑ илемлӗ ҫӳҫне аллипе каялла ҫавӑрса хучӗ те Лида ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ревлен Петрович, эпир заявленисене чӑнах та каялла илме шутларӑмӑр, — тантӑшӗсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илсе пуриншӗн те хуравларӗ Лида.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑт ку япӑх вара, каялла чакни питӗ япӑх.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫӗнӗ мастерӑн ҫамрӑклӑхӗ, унӑн уҫӑ кӑмӑллӑ кулли кӑна каялла туртмасть-ши ӑна?

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ав, Лида Симаковӑпа Люба ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленисене каялла илесси пирки асне те илмерӗҫ пулас.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Материалне тӗртсе пӑхрӗ, вӑл каялла чакрӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Питӗ пысӑк хуйхӑ килсе ҫапрӗ вӗсен ҫемйине виҫӗ ҫул каялла.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастер тӗксӗм ҫырӑ ҫӳҫне кӑнттаммӑн каялла шӑлса якатрӗ те, цех пуҫлӑхӗ умӗнче юриех каҫӑрӑларах тӑрса, кулам пекки турӗ.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Цех начальникӗ нимӗн те шарламарӗ, аллисене каялла тытрӗ те пӳлӗм варрипе уткаласа ҫаврӑнчӗ, унтан Владимир Сергеевич умӗнче чарӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Хӑюллӑ каччӑ пулас эсир, Ревлен Петрович, пӗрремӗш кунсенчех аслисем ҫинчен сиввӗн калаҫатӑр, — хӑй сисмесӗрех нумайлӑ хисепе куҫрӗ вӑл, — тен, эсир чӑкӑлтӑш, каялла чакаланма юратакан этем?

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эсӗ ан тӗлӗн манран, сан яту асаилӳ ҫӑмхине каялла чуптарттарчӗ.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача вӗлт кӑна каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӗренсе пӗтермесӗрех каялла таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ.

150 лет назад, в 1873 году, начато производство печатных машинок.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

— Марук, Марук, тӑна кӗр, мӗн калаҫатӑн эсӗ? — хыпкаланчӗ аптраса ӳкнӗ Ваҫҫа, кимӗ ҫинчен каялла тухакан Марука аллинчен тытса туртрӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ ҫак залра Варвари ҫине ҫынсем йӗрӗнсе те тарӑхса пӑхса ларатчӗҫ пулсан, паянхи Варварие алӑ ҫупса хисеплерӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней