Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк арҫын кантрана ерипен туртрӗ те ӗнене малалла утма хушрӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫамрӑк арҫын ӗнене ҫавӑтса хуллен хапха алӑкӗ патнелле утма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Сыхлаканни арҫын кирлӗ, хӗрарӑмран хӑрамасть.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ӑна 4-5 арҫын пуҫтарса сӗтӗрсе кӑларма тӳрӗ килчӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Артем хӑйне Ванюк пичче тесе чӑвашла калани арҫын чунӗн чи ҫинҫе хӗлӗхне тепӗр хут пырса лекрӗ, кӑмӑлне ҫемҫетрӗ пулмалла — ун ик куҫӗнчен каллех куҫҫуль юхса анчӗ.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Чӑвашсем-и?! — кӑшкӑрса янӑ пекех чӑвашла ыйтрӗ ку арҫын.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Кӑштах вӑхӑт иртсен тухрӗҫ те — алӑк умӗнче вӗсене каллех ҫак арҫын кӗтсе тӑрать.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тепӗр киоск пекки патне чарӑнсан Артем пӑхрӗ те — ку туяллӑ арҫын юлман иккен, каллех вӗсем хыҫӗнче тӑрать.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Унта пилӗк арҫын, — пурте уяв тумӗсӗр, каҫхи хура тумтирпе, цилиндрсемпе, тата икӗ майра — пӗри хитре мар, саранка та хытанка питлӗ, тепри — ҫамрӑк, шуранка тата мӑн кӑмӑллӑ.

В нем сидело пять мужчин, все некостюмированные, в вечерней черной одежде и цилиндрах, и две дамы — одна некрасивая, с поблекшим жестким лицом, другая молодая, бледная и высокомерная.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗмсемпе сӗтел патне пырса тӑтӑм, анчах пукансем ҫитместчӗҫ те — Бавс юнашар чупса иртекен арҫын ачана тытса чарчӗ, ӑна хыҫалтан тапрӗ, кӗмӗл укҫа пачӗ, вара парнеллӗ пулнӑскер ресторанран виҫӗ пукан сӗтӗрсе килчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лаштах сывласа ячӗ те сӑмсине нӑшлаттарса малалла вӗҫтерчӗ.

Я подошел к столу с новыми своими знакомыми, но так как не хватало стульев, Бавс поймал пробегающего мимо мальчишку, дал ему пинка, серебряную монету, и награжденный притащил из ресторана три стула, после чего, вздохнув, шмыгнул носом и исчез.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ манӑн хул пуҫҫи ҫине арҫын алли хыттӑн та пӗлтерӗшлӗн ӳкнипе тӑна кӗтӗм.

Я очнулся потому, что на мое плечо твердо и выразительно легла мужская рука.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Урам тӑрӑх арҫын ачасем кӑна мар, хӗрсем те аллисенче сӑра йӑтса ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Ҫав вӑхӑтра алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ те, пӳлӗме патвар хул-ҫурӑмлӑ, хура куҫлӑхлӑ, туяллӑ арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Класра хамӑр ялсем ҫеҫ ҫирӗм ачаччӗ; сакӑр хӗр ача тата вун икӗ арҫын ача вӗрентӗмӗр.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Нинан килӗнче арҫын алли пулман, ҫавӑнпа вӑл тӑтӑшах хреснашшӗ — Тихон Николаевич Кириллов патне пулӑшу ыйтма пыратчӗ: «Хреснатте, каллех мӑрье ишӗлчӗ, пырса туса параймӑн-ши?» — тесе йӑлӑнатчӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Н.И.Ашмарин словарӗнче «Атав» сӑмах Атай арҫын ятӗнчен пулса кайнӑ тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

В отношении этого мужчины следственные органы Следственного комитета РФ по Чувашии возбудили уголовное дело.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.

С целью сокрытия следов преступления мужчина труп зарыл в подвале дома.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ.

Эту жестокость мог совершить 34-летний мужчина, проживавший вместе с ним.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ.

Труп мужчины нашли в подвале своего дома.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней