Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна илмесӗр кама илмелле пулнӑ-ха?

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

А эп ӳпкелесе пурӑнап: мӗншӗн качча илнӗ ҫакна, мӗншӗн качча илнӗ, тетӗп.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сирӗн, коммунистсен, ҫакна пуринчен малтан асра тытса тӑмалла.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре хӗрарӑмсем еннелле куҫ хыврӗ те ҫакна курчӗ: Маринепе Людмила, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫса тӑнине пӗлсе, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫакна калама ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра радиопа халӑха йыхӑракан илемлӗ сигнал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агаа, хӑйне каччӑ ҫыруне шанса панӑшӑн хӗпӗртенӗскер, кунпа та кӑмӑлтан киленӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫырӑва тытса пӑхнӑ хыҫҫӑнах каялла парасшӑнччӗ, анчах Укахви куҫӗсенче ҫакна курчӗ: тантӑшӗ чӑнах та вӑл ҫырупа паллашасса кӗтет.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла эпӗ сире ҫакна ҫеҫ хушса калатӑп, пирӗн район халиччен кок-сагыз акса туман, правительство ҫак культурӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗштырӑпа пӗр тан акма хушать пулсан, ун пӗлтерӗшӗ каламасӑрах паллӑ: ӑна пӑхса ӳстерме чи лайӑх ҫынсене уйӑрӑр, хӑвӑр ӑнланни сахал, ун ҫинчен колхозниксене те ӑнлантарса парӑр.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп ҫакна каласшӑн: колхозра эпир хутшӑнман ӗҫ ҫук.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахрун ҫакна кура хӑй тӗллӗн кулса илчӗ: вӑрҫӑ Михала кӑмӑлне те хытарнӑ иккен, кун пек чухне ялан ҫамрӑксемпе пӗрле пулакан старик ташлама та манчӗ темелле, сӑмахпа хӑйне хӑпартлантарса, хӑрах урипе ташлам пекки тукаласа илет те ҫавӑнтах лӑпланать, купӑсҫӑ пӗтӗм ял пӗлсе тӑракан «Михала кӗвви» каланине илтмӗш пулать.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн, унта та кунта хаваслӑн ахӑрашни, шӑхӑрса юрлани, пӗр-пӗрне ятран чӗнни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн, сирӗн ҫакна явмалӑх сӳс ҫук-и, пушӑт ҫук-и?

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасартӑк ҫуралса хӑвӑрттӑн пӗтӗм пуҫ мимине ҫавӑрса илнӗ шалти туйӑм ӑна ҫакна систерчӗ: ун умӗнче пурин ӗҫне те тӗрӗслесе ҫӳрекен ревизор, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӑс паракан контролер пулас хӑрушлӑх тӑрать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак ӗнер ҫеҫ ҫывӑрма выртсан ҫакна аса илсе хӑй тӗллӗн кулса выртрӗ-ха: пӗррехинче Укахвие хӑйсен класӗнче вӗренекен ачасем темиҫен юр чӑмӑрккисемпе пеме ты-тӑннӑччӗ, Укахви йӑмра патне лӑпчӑннӑ та «Аттене калатӑп!» тесе макӑрса тӑрать.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман калаҫнӑ май ял ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илет те ҫакна асӑрхать: хӑшпӗр хӗрарӑмсен куҫӗсем куҫҫульпе шывланнӑ, вӗсем пит-куҫне тутӑр кӗтессисемпе шӑла-шӑла итлеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех халь Ятман ҫине пӑхса хӑйсен фронтри тӑванӗ ҫинчен шухӑшлать.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку кӗске сӑмахсенчен Ятман ҫакна ӑнланать: вӑл лайӑх ӗҫлет, ку начар ӗҫлет.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен ҫакна асӑрхама пулать: ҫыннӑн сулахай ури чӗркуҫҫирен хуҫланмасть те, ӑна тӳрӗ хӑма татӑкӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ тейӗн.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна рабочисем туччӑр ӗнтӗ, пирӗн ӗҫ вӑл — фронт валли ытлӑ-ҫитлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси, — ҫакна Михала ӑнланман пек, вӗрентсе каларӗ Левентей.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пухура каласа памалла пулать-и ҫакна йӑлтах? — ыйтрӗ Михала, ун калавӗ хыҫҫӑн пит-куҫран телейлӗн ҫуталса ларакан Левентей ҫине ытараймасӑр пӑхса.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине, Кӑтра Михаларан ҫакна пӗрре те кӗтменскер, ун умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек хӗрелсе кайрӗ, ку сӑмахсем ҫине тӑруках ним тавӑрса калама та пултараймарӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней